Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Планеркăра тĕрлĕ ыйту хускатнă

Тунтикунхи черетлĕ планеркăра район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев паянхи куншăн çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Тăтăш çумăрсем выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕçре чăрмав кÿреççĕ. Çавăнпа та кашни хĕвеллĕ кунпа май пур таран туллин усă курма кирлине палăртрĕ Юрий Егорович. Эрне кун çил-тăвăллă, пăрлă-çумăрлă çанталăк ял хуçалăхне, уйрăм килхуçалăхсене сиен кÿнĕ. Хăш-пĕр çĕрте хуçăлса аннă туратсем электричество пралукĕсене татнă. Ытларах Тушкил ял тăрăхĕ шар курнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ В.Я.Шакров пĕлтернĕ тăрăх, пур садикпе шкулта та çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Хатĕрленÿ тапхăрĕнче сиксе тухакан ыйтусене пĕрле татса пама ку эрнере вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисене пухса канашламаллине палăртнă планеркăра.

Шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ В.Н.Обаськин иртнĕ эрнери оперативлă лару-тăрупа паллаштарнă. Административлă йĕркене пăснăшăн милици работникĕсем 25, водительсемпе çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснă пирки ГИБДД ĕçченĕсем 67 протокол çырни çинчен пĕлтернĕ.

Тăвай район больницин тĕп врачĕ Н.Н.Бурдасова сывлăх учрежденийĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă, эрех-сăра ĕçсе аптăранине пула васкавлă пулăшу машинине чĕннĕ тĕслĕхсем нумайланнине палăртнă.



"Ял ĕçченĕ"
12 июля 2011
00:00
Поделиться