Хĕрÿ вăхăт – утçи
Кăçал выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеме курăк ытлă-çитлĕ. Ĕçе мĕнле йĕркеленинчен, выльăх апачĕ хатĕрлеме тĕрлĕ йышши техника пурринчен нумай килет ăнăçлăх.
Телее, “Акконд–агро фирма” хупă акционерлă обществăн ял хуçалăхĕнче ĕçлеме кирлĕ техника çителĕклĕ. “Çавăнпах эпир пĕр вăхăтрах сенаж та, утă та хатĕрлеме пултаратпăр. Вĕсене халĕ нумай çул ÿсекен курăксенчен хатĕрлетпĕр”, – терĕ А.В.Максимов тĕп зоотехник.
Сенажлăх массăна кушăхтарса вĕтетсе тата вăйлă пусăрăнтарса тăрса хатĕрлеççĕ. Ку эрнере комплекс территорийĕнче виççĕмĕш траншейăна хывма пуçланă. Тăвай ферминче те пĕрне тултарса витнĕ. Иккĕмĕш траншейăна, 1500 тонна кĕрекеннине, тултарса хупланă. Пĕрремĕш траншейăна вара 300 тонна кăна хывнă, пĕр уйăх пултарнă хыççăн ăна ĕнесене çитерме тытăннă, сенажа апат хутăшĕ тунă çĕре яраççĕ. Траншейи пушансан унта, Владимир Алексеевич каланă тăрăх, куккурус силосĕ хывма палăртнă. Сĕтеклĕ асăннă культурăна 200 гектара яхăнах акса хăварнă.
Сенажпа силоса пурĕ çичĕ траншея хывса хăварма палăртнă. Выльăх апачĕ хăйсенех çителĕклĕ пурри айккинчен, республика тулашĕнчен турттарни мар ĕнтĕ.
Курăксене роторлă косилкăпа Юрий Яковлев çулса пăрахать. Кушăхнă массăна кайран икĕ “Полесье” комбайнпа машинăсем çине Юрий Храмовпа Александр Прокопьев вĕтетсе тиеççĕ. Сенажлăх массăна Николай Иванов, Александр Птичкин, Алексей Козлов, Андрей Александров, Николай Поликарпов, Николай Михайлов, Валерий Смирнов турттарса тăраççĕ. Паллах, траншейăна кĕнĕ массăна çийĕнчех таптаса пусăрăнтараççĕ. Çак ĕçе Кейси тракторсене явăçтарнă. Вĕсемпе Михаил Егоров, Евгений Петухов, Вячеслав Семенов ĕçлеççĕ.
Кăçал нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулса илнинчен сенаж ытларах хывма, иккĕмĕш хут çулнинчен, тĕпрен илсен, утă хатĕрлеме палăртнă. Анчах уттине рулонласа халĕ те пухса кĕртеççĕ. Рулонсене пресс-подборщиксемпе Владимир Деминпа Владимир Ерасов пухса çыхаççĕ. Унтан вĕсене Валерий Соловьевпа Владимир Степанов водительсем КамАЗ автомашинăсемпе выльăх-чĕрлĕх комплексĕн территорине турттараççĕ. Кунта вĕсене Виталий Сергеев хăйĕн техникипе ура туса купалать.
Хальлĕхе нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулса пĕтереймен-ха. Вĕсем хыççăн пĕр çул ÿсекен курăксем те пур çулса пухмалли. Ун хыççăн маларах çулнă лаптăксенчи люцерна кайăвĕ те ĕлкĕрсе пырĕ. Ĕçлемелĕх, вăй хумалăх пур. Çине тăмалла. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче. Урăхла каласан, паян хатĕрлекен апат хисепĕпе пахалăхĕнчен нумай килĕ пулас продукци калăпăшĕпе пахалăхĕ, выльăхсен ăрат вăй-хăвачĕ. Ку вăхăт тĕлне “Акконд–агро фирма” 263 тонна утă тата 3364 тонна сенаж хатĕрлесе хунă.