Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ÿсĕр çынсем ытларах инкеке лекеççĕ

Республикăра пурĕ 13 пляж, шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ тепĕр икĕ вырăн. 1457 çĕрте “Шыва кĕме юрамасть” текен пĕлтерÿсемпе паллашма пулать хальхи вăхăтра. Чăваш енре вара 2356 юхан шыв шутланать, кÿлĕсем – 368, 3618 пĕве тата.

Çапла çулталăк пуçланнăранпа шыва кĕнĕ чухне инкек курасси ÿссе пырать. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку кăтарту хальлĕхе пĕчĕкрех пулин те, лăпланмалла мар.

Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче ак, республикăра пурĕ 3 çын путнă шывра. Çĕрпÿ районĕнче – иккĕ, тепĕр инкек Вăрнар районĕнче пулнă. Тĕпченĕ тăрăх вĕсем шыва кĕнĕ чухне урă пулман. Ÿсĕр çыншăн вара тинĕс те чĕркуççи таран çеç туйăнать.

Çавăнпа тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Эрех ĕçнĕ хыççăн кÿлĕсемпе пĕвесенчен тата юхан шывсенчен пăрăнса иртĕр. Ÿсĕр çыншăн шыв вилĕм серепи пулса тăма пултарать. “Кашни ертÿçĕ çын пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕшĕн ответлă пулмалла. Вĕсем инкеке ан лекчĕр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла. Енчен те ку енĕпе нимĕн те улăштараймасан, сире шанманни пирки ыйту хускатма тивет”, – тенĕ Чăваш Президенчĕ М.Игнатьев районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен пухăвĕнче юхан шывсенчи инкексем пирки калаçнă чухне.

 



"Ял ĕçченĕ"
19 июля 2011
00:00
Поделиться