Йывăрлăхра ан пултăр
Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар. Çын хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕнле кăна йывăрлăх витĕр тухмасть пуль. Патшалăх Думипе РФ Президенчĕн суйлавĕсем çывхарса пынă май, çакăн пирки тăтăшах шухăшлатăн, пурнăçран ыррине кăна кĕтетĕн.
Шел те, тепĕр чухне хăв темĕнле тăрăшсан та пурнăç урапи унталла та кунталла сулăнма пуçлать. Пур чухне те хăв шухăшланă пек савăнса пурăнма май килмест. Шутламан çĕртенех хура çумăр пĕлĕчĕсем пек капланса килнĕ иртнĕ Аслă вăрçă мĕн чухлĕ хурлăхпа асап кÿчĕ. Çапах та чăтрĕ халăх темĕнле йывăр килсен те. Тырри-пуллипе аш-пăшне те хăех туса илчĕ, фабрика-заводсене те ĕçлеттерчĕ, тăшмана та çĕнтерчĕ. Вăрçă хыççăн юхăннă хуçалăха ура çине тăратма та вăй çитерчĕ. Фабрикăсемпе заводсем кăна мар, ялсенчи пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем те майĕпен аталанса пыма тытăнчĕç. Çăлпуçĕнчи хуçалăх та, çĕнĕ техникăпа пуянланса пынă май, çулсеренех тухăçлă тыр-пул, çĕр улми, выльăх кăшманĕ, çителĕклĕ таран утă-улăм туса илчĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ те, вĕсенчен продукци илесси те ÿссе пычĕ. Ĕçлекенсене уйăхсерен ĕç укçи панă, тырăпа, утă-улăмпа, лашапа, техникăпа тивĕçтернĕ. Килти хушма хуçалăхран та чылай тупăш илнĕ ял халăхĕ, мĕншĕн тесен картиш тулли выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк усранă, çĕр улми, пахча-çимĕç туса илнĕ. Ял сăн-сăпачĕ те лайăх еннелле улшăнса пынă. Çамрăксем колхозра ĕçлесех мăшăрлă, кил-çуртлă, ача-пăчаллă, выльăх-чĕрлĕхлĕ пулнă. Ял ĕçченĕсене хваттерсем те лартса пама тытăннă колхозсемпе совхозсем, ясли-садсем, çĕвĕ цехĕсем уçнă, ытти услугăсемпе тивĕçтернĕ. Çамрăксем аслă шкулсенче тÿлевсĕр вĕреннĕ, укçасăр сипленнĕ. Пурăн та пурăн ĕçпе тата пурнăçпа савăнса. Анчах çын йывăрлăха чăтма пултарать, ырлăха чăтаймасть тени тĕрĕсех те пулĕ. Лайăх пурăннă çĕртенех халăха ирĕклĕх памалла теме пуçларĕç. Камран ирĕклĕх? Мĕнле ирĕклĕх? Малтан пĕр-пĕр колониллĕ çĕр-шывра пурăнман-çке эпир. Хăш-пĕр çынсен никама пăхăнмасăр харпăр-хăй хуçа пулса пурăнас килнĕ-ши? Никама пăхăнмасăр пурăнма май пур пулсан, выльăх кĕтĕвĕсем те "каçарччăр çакнашкал танлаштарушăн" кĕтÿçĕсемсĕрех çÿренĕ пулĕччĕç. Анчах вĕсене те ертсе-йĕркелесе пыракансем пур. Пурнăçра е ĕçре ертсе пыракансем те, йĕркелĕхе сыхлакансем те, профсоюзпа патшалăх контролĕ те, партисем те кирлĕ пулĕ. Унсăрăн çĕр-шывра йĕркелĕх вăйлах хавшама тытăнĕ, пуйма май пуррисем тата ытларах пуйса кайĕç. Халĕ те вĕт пысăк уйрăмлăх пуянсемпе чухăнсем хушшинче. Çамрăксем çемйисенчен хăпса таçта çити ĕçлеме çÿреççĕ. Пасар экономики те йĕрке туса çитереймерĕ, ĕçсĕррисен йышĕ çав-çавах пĕчĕк мар. Халиччен ялтах фермăра, машина-трактор паркĕнче е ытти ĕç вырăнĕнче тăрăшнă çынсен урăх çĕрте, айккинче ĕç шырама тивет. Таварĕсемпе çимĕçĕсем те ют çĕртен кÿрсе килнисем. Хамăршăн хамăр усăллă ĕç те тăвайми пултăмăр-ши? Нивушлĕ ял хуçалăхне çине тăрса çĕклесе, хамăра валли тата сутмалăх та çĕр ĕçпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илме пултараймастпăр? Магазинсем пĕтĕмпех таçти çĕр-шывсенчен кÿрсе килнĕ тĕрлĕ таварпа, апат-çимĕç продукчĕсемпе тулса лармалла мар вĕт. Пысăк пайĕ хамăр туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен паха апат-çимĕç пулмалла. Кукаçи-кукамайсем, атте-аннесем пĕр гектар çĕре те пушă вырттарман, унпа ĕçлесе тăранса пурăннă. Юлашки вăхăтра çĕртен сивĕнме пуçлани, ансат пурнăçпа пурăнма хăнăхса пыни сисĕнет. Анчах пирĕн çĕр-аннемĕр – нимĕнпе хаклайми пысăк пуянлăх пур. Вăл пирĕншĕн – пурте! Çавăнпа вуншар, çĕршер гектарлă çĕрсем çинче хыт хурапа мăян-пиçен, ытти çум курăк кашласа ларсан намăс.
Хальхи вăхăтра уй-хирте, фермăсенче тухăçлă та перекетлĕ ĕçлеме май паракан ку чухнехи техникăпа технологисĕр малалла кайма йывăр. Çавăнпа çамрăксен вĕсене çăварлăхлама тăрăшмалла. Юрăхсăра тухнă, кивелнĕ техникăпа кал-кал та пахалăхлă тата перекетлĕ ĕçлеймĕн, тухăçлăха ÿстереймĕн. Чылай хуçалăх, чăн та, çĕнĕ техника туянма вăй çитереймест. Ку çеç те мар: электроэнерги, газ, техника, удобрени, топливо, строительство материалĕсен хакĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек кун сиктерсе хăмпă пек хăпарса пыраççĕ. Çавăнпа çĕр-шывăн ял хуçалăхне вăй илме, аталанса пыма пулăшни кирлĕ. Ун чухне ĕç çуккипе тăван вырăнĕсене пăрахса кайнă механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те урăхла шухăшлама тытăнĕç. Ĕçпе тивĕçтерсен, ĕç укçи тÿлесен тăван йăвинчен никам та тухса кайма васкамĕ, маларах хăпса кайнисем те каялла таврăнма тăрăшĕç. Вĕт халь хăш-пĕр хуçалăхсенче комбайнсемпе тракторсем хуçасăр тăрса юлнă.
Çакă та лайăх япала мар: вĕт аслă тата ятарлă вĕренÿ заведенийĕсем кашни çулах агрономсем, инженерсем, зоотехниксем, ветеринарсем, механизаторсем, электриксем вĕрентсе кăлараççĕ. Анчах асăннă специалистсем ялсенче çав-çавах сахал, çитмеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хуласемпе вĕсен таврашĕнче ĕç тупаççĕ, унтах вырнаçаççĕ. Туяпа çÿрекен ватăсемпе вара ял хуçалăхĕ тытăнса тăраймĕ. Тĕрлĕ программăсем халĕ те çук мар, анчах ял хуçалăх специалисчĕсене ялта тĕпленме майсем туса пама тăрăшмалла.
Вĕренсе тухнă çамрăксем пурте компьютер умĕнче ларнипе çеç те тухăçлă тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытлă-çитлĕ туса илме май килмĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен анлă уй-хирĕсенче, выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшса ĕçлекенсем питĕ кирлĕ. Халĕ пурлăха вăрлас, çаратас шухăшлисем пур. Пурнăç ун пек нихăçан та малалла каяймĕ. Вăй хурса, перекетлĕ, тухăçлă ĕçлесе ĕç укçине ÿстерме майсем туса хумалла. Çĕр-шывăн та çакăнтан айккинче тăмалла мар, ял хуçалăхне витĕмлĕ пулăшмалли майсем тупмалла. Ман шутпа, халăха апат-çимĕçпе тăрантаракан çын профессийĕнчен лайăхраххи, хисеплĕреххи урăх çук. Çынна кашни кунах апат-çимĕç кирлĕ, вĕсем вара йывăç çинче ÿсмеççĕ. Йывăçа та пăхас пулать, унсăрăн часах хăрма пуçлать.