Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Республикăри зооветспециалистсем – районта иртнĕ семинар-канашлура

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Чăваш Республикинчи муниципаллă районсен тĕп патшалăх ветеринари инспекторĕсем тата тĕп зоотехникĕсем Тăвай районĕнче “Выльăх-чĕрлĕх витисене выльăхсене хĕл каçарма юсаса йĕркелесси. Выльăх апачĕ хатĕрлесси” темăпа иртнĕ семинар-канашлăва хутшăннă. Семинарăн практикăлла пайĕ “Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Тăвай районĕнчи станци” патшалăх учрежденийĕнче пуçланнă. Асăннă станци начальникĕ А.В.Шакин учрежденин ĕç опычĕпе паллаштарнă. Ун хыççăн семинара хутшăннисем “Акконд–агро фирма” хупă акционерлă обществăра пулнă. Вĕсем кунта çитес хĕл валли тĕрлĕ выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хурассишĕн мĕнле тăрăшса ĕçленине хăйсен куçĕпе курнă. Чăн та ĕнтĕ, “Акконд–агро фирма” ХАО районти ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем хушшинче сĕт суса илессипе те, выльăх апачĕ хатĕрлессипе те, витесене хĕле йĕркелесе çитерессипе те малта пырать. Обществăн генеральнăй директорĕ В.П.Иванов хăнасене выльăх-чĕрлĕх комплексĕн территорийĕпе илсе çÿресе агрофирмăн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе çитĕнĕвĕсем, проблемисем çинчен каласа панă. Семинар-канашлăва хутшăннисене кунта курмалли те, вĕренмелли те сахал мар пулнă.

“Акконд–агро фирма” обществăн сĕт цехне те çитсе курнă. Республикăри зооветспециалистсем кунта кăларакан сĕт продукцийĕн пахалăхне хак панă.

Унтан В.Г.Грачев хресчен (фермер) хуçалăхĕн сĕт туса илекен фермин ĕçĕ-хĕлĕпе, выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле мĕнле хатĕрленипе паллашнă.

Семинар-канашлăвăн пĕрлехи ларăвĕ район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче иртнĕ. Унта Тăвай районĕн администраци пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетсе панă. Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари службин ертÿçи Г.А.Яковлев выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармалли никĕсе – çирĕп те пахалăхлă апат бази туса хурас ыйтăва çивĕчлетнĕ. ЧР ял хуçалăх министерствин инноваци, çĕр ĕçĕпе отрасль аталанăвĕ пай начальникĕн çумĕ С.Н.Мясникова республикăри ял хуçалăх организацийĕсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хатĕрленсе пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă.

Семинар-канашлăва хутшăннисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.



"Ял ĕçченĕ"
19 июля 2011
00:00
Поделиться