Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Сиенлĕ пулнине те шута илесшĕн мар

Табак сиенĕ çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем ялан аса илтерсе тăраççĕ. Анчах туртма пăрахас текенсем питĕ сахал. Хăшĕ-пĕри вилсен те туртма пăрахмастăп тесе тата та ытларах мăкăрлантарать, хăйĕн каппайлăхне, ăнланусăрлăхне кăтартать. Кунашкаллисем те пур: çап-çамрăк ачасем пÿрнисем хушшине сигарет хĕстерсе мăнаçлăн табак йăсăрлантараççĕ. Хăйсем сисмесĕрех рак е ытти чирпе чирлессине çывхартаççĕ. Çапла хăйсем валли пикенсех чир шыраççĕ.

Аслăрах ăрури çынсене çапла тума сĕнесшĕн:

Багульник, сар çип ути "зверобой" тураса вĕтетсе пĕчĕк çулăм çинче кастрюльте вĕретмелле. Унтан сăрăхтармалла та 3 сехет лартмалла. Ун хыççăн ăна кунне çуршар стакан 5 хутчен ĕçмелле. Çакна темиçе кун ĕçме тăрăшмалла.

Е тата 2 кабачок çимелле кун каçа. Вăл тата усăллăрах.

Хĕр е хĕрарăмсене табак туртма пăрахма арçынсемпе танлаштарсан йывăртарах теççĕ. Апла пулин те тума пултарайманни нимĕн те çук.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх республика шайĕпе илсен туртакансен йышĕ 12 процент чакнă курăнать. Чăн пулсан çакă та питĕ лайăх. Çапах та туртакансен йышĕ пирĕн тăрăхра чакни сисĕнсех каймасть-çке, ăçта ан пăх, унта табак тĕпĕсем йăваланса выртаççĕ.

 



"Ял ĕçченĕ"
19 июля 2011
00:00
Поделиться