Агрономсем çитĕнекен тухăçпа интересленнĕ
Районти ял хуçалăх предприятийĕсене тата хресчен фермер хуçалăхĕсене сортлă вăрлăхпа тивĕçтересси – çывхаракан вырман тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çавăнпа районти агрономсем нумай çул ÿсекен курăксен, çĕр улмин, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхлăх уйăрнă лаптăкĕсенче тухăç епле çитĕннипе кăсăкланнă. Вĕсем “Акконд–агро фирма” обществăн, “Шимкусский” ЯХПКн уй-хирĕсенче пулнă. Асăннă коллективсенчи тĕп агрономсем – А.Михайловпа М.Павлов харпăр хăй хуçалăхĕсенче çĕнĕ сортлă вăрлăх мĕнле çитĕнтерни пирки каласа кăтартнă. Культурăсене çитĕнтерес, ÿсен-тăрансене тĕрлĕ кăпшанкăсемпе чир-чĕртен хÿтĕлес, удобренипе усă курас ĕçсенче чылай çĕннине пĕлнĕ агрономсем.
“Россельхозцентр” федераллă патшалăх учрежденийĕн республикăри филиалăн Тăвай районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем – В.Синяков, Г.Макарова, И.Табакова ял хуçалăх культурисен сортлă вăрлăхĕсене мĕнле тĕрĕслемелли тата документсем хатĕрлемелли пирки сăмах хускатнă, çитменлĕхсемпе йăнăшсене тимлĕх уйăрма сĕннĕ.
АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Красновпа çÿлерех асăннă учрежденин тĕп агрономĕ В.Сорокин та калаçăва хутшăннă.