Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Аслатиллĕ çумăр умĕн

Çуллахи шăрăх кунсенче пĕрре те пÿлĕмре ларас килмест. Вăрман е кÿлĕ çывăхнерех пулма тăрăшатăн.

Хальхинче ĕç хыççăн çывăхри йывăçсен тăрăхĕнчи илемпе киленме шутларăмăр. Тĕллев тытнă – пурнăçланă. Пĕтĕм ĕçе пăрахса çула тухрăмăр. Пĕчĕк витре илме те манмарăмăр. Çырла е кăмпа тупăпăр, тен. Хăвăртах çитрĕмĕр палăртнă çĕре. Пÿлĕмринчен уçăрах кунта, сиплĕ сывлăшпа сывланăçемĕн сывлас килет. “Анне, кунта кил, çырла тупрăм”, – сасă пачĕ йывăçсем хушшине кĕрсе кайнă хĕрĕм. Чăнах та, самаях пысăк лаптăк тĕлне пырса тухнă иккен вăл. Симĕс çулçăсем айĕнчен хĕп-хĕрлĕ çырласем куç хĕсеççĕ. Пĕри те тепри хăй патне йыхăрнăн туйăнать. Чи малтанхи хурăн çырлине çăвара чикетĕп. Тутанмасăр епле чăтăн! Ах, тутлă, чĕлхе те анса кайрĕ пулĕ çырлапа пĕрле. Иккĕмĕш çырлине витрене яратăп, виççĕмĕш çине пăхатăп, тăваттăмĕшне тупма ĕмĕтленетĕп. Юмахри пекех. Самантрах тулчĕ витре. Çапла, уçăлма тухса усăллă ĕç турăмăр. “Пăх-ха, чей курăкĕ мар-и вара ку? Пуçтаратпăр-и?“ – чĕвĕлтетет хĕрĕм. “Паллах, хĕлле сиплĕ чейпе рехетленĕпĕр”, – тетĕп. Çумăрсем çусах тăчĕç те, сар çип ути те самаях çитĕннĕ иккен. Ытам туллиех пуçтартăмăр ăна. Масла кăмпин шĕлепкисене асăрхарăм кĕçех. “Паян çырла мар, кăмпа çийĕпĕр”, – шухăшăма пĕлтеретĕп çул юлташне.

–Мĕншĕн?

–Ав, масла кăмпи пĕр çатмалăх çитĕнет.

–Эс кăмпа ăшалатăн, эпĕ çырла çиетĕп, аттене пулăпа сăйлăпăр.

Çемье пуçĕ пулă тытса таврăнасса шанать ĕнтĕ хĕрĕм. Çуллахи вăхăтра пĕçернĕ пулă питĕ тутлă çав. Çапла çут çанталăк илемĕпе киленсе çÿренипе тавралăха хура пĕлĕтсем çавăрса илнине сисмен те. “Кр–р, киле кайăрр!” – тесе хăлтăртатрĕ кĕçех аслати. Çиçĕм те йăлтлатса илчĕ ав.

–Эс киле чуп, аслатиллĕ çумăр пуçланиччен çитетĕн, – тесе сĕнтĕм хĕрĕме.

–Эсĕ вара?

–Эп сан хыççăн.

Самантран çамрăкскер куçран çухалчĕ. Эх, çунатлă иккен ачалăх, кайăк вĕçнĕ пек вĕлтĕртеттерчĕ. Малашлăхĕ лайăх пултăрах ĕнтĕ вĕсен, çамрăксен. Аслă шкултан çирĕп пĕлÿллĕ вĕренсе тухчăр. Пурнăç çулне тÿррине, телейлине тупчăр. Çемьеленччĕр, ача-пăчаллă пулччăр.

–Кр-р! – çывăхарах кĕрлеме пуçларĕ аслати.

–Утатăп-çке ĕнтĕ, киле каятăп, хăвăн хаярлăхупа ан хăрат мана, эпĕ сана усал туман,– калаçма пуçларăм аслатипе.

Ялтан аякрах мар пулин те, чун шикленет çав. Ара, таса уйра-çке. Çăмăл автомашинăсем вăшт та вăшт! иртсе каяççĕ. Çапла халь кашнин хăйĕн ĕмĕчĕ, тĕллевĕ, шухăшĕ. Алă тăратса та пăхрăм. Çук, тупăнмарĕç пĕрле илес текенсем. “Ĕç тумĕпе утаканскерĕн укçи те çук ĕнтĕ”, – тесе шухăшларĕç ахăртнех. Кĕçех çумăр ÿккелеме пуçларĕ. Тусăм, çут çанталăкăм, эпĕ киле çитейместĕп пулĕ тесе макăрма пуçларăн-и? Е вăйлăрах çума пуçлассине систересшĕн? Ерипенрех пулин те, малаллах каятăп-çке ĕнтĕ. Витререн тăкнă пек çума пуçличчен пĕрех çитетĕп. Манăн ĕмĕтпе çиçĕм килĕшесшĕн пулмарĕ. Тĕксĕм пĕлĕте çутатса ялтăртатрĕ. Ай! лапчăнсах лартăм. Пĕрре аçа çапнине курнă та, чун самаях шикленет çав. Çывăхарах шатăртатрĕ, çатăртатрĕ ав. Умри темĕнле йывăçа аçа çапса йăвантарчĕ пулас. Турăçăм! Киле чипер çитме пулăшсам, инкек серепине ан кĕртсе ÿкерсем. Çапла тĕрлĕ шухăша пуç тавра çавăрттарса пынă май киле çитнине те сисмерĕм.

Пÿлĕме кĕрсенех аслати çине-çине авăтма пуçларĕ, çиçĕм çиçрĕ, çил вăйланчĕ, тавралăх тĕттĕмленсе ларчĕ, чашлаттарса çумăр çума пуçларĕ.

Эх, епле ырă-çке çут çанталăк ытамĕнче пулма! Çывăх кунсенче пулă тытма каясчĕ-ха тата.

 



"Ял ĕçченĕ"
22 июля 2011
00:00
Поделиться