Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Граждансен çырăвĕсене пăхса тухса

Кăçал ултă уйăх хушшинче районти прокуратурăна граждансенчен 51 çыру пырса кĕнĕ, 48-шне пăхса тухнă. Çав шутран иккĕшне коллективпа çырнă.

Пăхса тухнă çырусенчен 19-шне тивĕçтернĕ, тепĕр 28-шне пăхса тухнă хыççăн законсене пăсни палăрман, пĕрне ăнлантарса панă.

Граждансем ытларах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, суд приставĕсен службин ĕçĕпе кăмăлсăр. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене татса пама пулăшма ыйтаççĕ граждансем. Коммуналлă услугăсен тÿлевĕ те канăç памасть вĕсене, ĕç ыйтăвне те хускатаççĕ хăйсен çырăвĕсенче.

Прокуратура çырусене пăхса тухнă май граждансен прависене хÿтĕлес енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

Акă И. гражданка хăйĕн кил хуçалăхне электроэнергипе тивĕçтерме пăрахни пирки пĕлтернĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн айăплă предприятие ответ тыттарнă.

Тăлăх ачана 2007 çултанпа учета тăратманни тата ăна пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерменни пирки калакан çăхава та пăхса тухса районти прокуратура тавăç тăратнă. 2011 çулхи июнĕн иккĕмĕшĕнчи суд йышăнăвĕ тăрăх тавăç пуçаракан ыйтăвне тивĕçтернĕ.

Граждансен çырăвĕсем тăрăх шалти ĕçсен органĕсем, суд приставĕсен служби, вырăнти хăй тытăмлăхăн тата патшалăх органĕсемпе организацийĕсем пирки те асăрхаттарусем пулнă.

Ултă уйăхра 140 çынна йышăннă прокуратура ĕçченĕсем.



"Ял ĕçченĕ"
22 июля 2011
00:00
Поделиться