Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Телейлĕ мăшăр

“Çирĕп, туслă çемьесем пуртан кăмăл-сипет пуянлăхĕ упранса ăруран ăрăва куçса пырать. Сирĕн пурнăç тĕслĕхĕ те хăюллă шухăшсене ĕçе кĕртме, малалла аталанма пулăшать”, – тенĕччĕ республика Президенчĕ Михаил Игнатьев çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче кăтартуллă мăшăрсене орденсемпе, медальсемпе чысланă чухне.

Çирĕп çемье çавăрса, йышлă ача çуратса, тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ мăшăрсем районта та сахал мар. Маларах çак пысăк сума Тĕмерти Афанасьевсем, Тăрмăшри Николаевсем, Тушкилти Маргушовсем, халĕ вара Элпуçĕнчи Терентьевсем тивĕçнĕ.

Юрий Яковлевичпа Татьяна Николаевна 1977 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те малтанхи вăхăтра “Алдиаровский” хуçалăхра ĕçленĕ. Çемье пуçĕ механизаторта нумай çул тăрăшнă. Халĕ вăл Чулхула чукун çулĕнче пушар сÿнтерекен поезд çинче ĕçлет. Кунта та пысăк хисепре пирĕн ентеш. Ахальтен мар орден таранах парса чысланă ăна.

Мăшăрĕ хăмлаçăсен бригадирĕнче, унтан вунă çул ытла ял тăрăхĕн специалистĕнче вăй хунă. Юлашкинчен культура çурчĕн директорĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Татьяна Николаевна общество пурнăçĕнче активлăх кăтартать. Ялти суйлавçăсем ăна иртнĕ çул Элпуç ял тăрăхĕн депутачĕ пулма шанчĕç. Маларахри çулсенче те çак тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынă вăл.

Кирек мĕнле ĕç те хăй тĕллĕн пулмасть. Çиччĕ виç те пĕрре кас, тенĕ ваттисем. Çавăнпа пысăкрах ĕçе пуçăнас умĕн пĕрле канашласси, сÿтсе явасси йăлана кĕнĕ çемьере. Туслă йышпа ĕç те ăнăçать. Çапла хăйсен вăйĕпе çирĕп хуçалăх çĕкленĕ Терентьевсем. Хурт-хăмăрпа интересленеççĕ. Картиш тулли чăххи-чĕппи, выльăх-чĕрлĕхĕ. Пахчара тĕрлĕ çимĕç ÿсет. Хĕл кунĕнче хăяр та çитĕнтереççĕ килĕнче.

Туслă та ĕçчен, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнакан ашшĕпе амăшне кура ачисем те мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă ÿснĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Сергей Хусанти строительствăпа архитектура академине пĕтернĕ, çав хулари “Альянс–сити” ОООра прорабра ĕçлет. Артем – “Связьбанкăн” Шупашкарти филиалĕнче пай заведующийĕ. Хусанта энергетика университечĕ пĕтернĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Николай та çав аслă шкултах вĕреннĕ, пурнăçне строитель профессийĕпе çыхăнтарнă. Хĕрĕсем Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Олеся – дизайнер, Оксана – Шупашкарти 42-мĕш номерлĕ ача сачĕн воспитателĕ.

Пилĕк ачи те çемьеллĕ, ача-пăчаллă. “Мăнуксемшĕн савăнатпăр халĕ, вĕсене ура çине тăратма пулăшмалла”, – теççĕ телейлĕ аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ.

Утă уйăхĕнче Элпуçĕнчи Терентьевсен килĕнче икĕ уяв пулнă. Юрий Яковлевича 60 çулхи юбилейĕпе саламлама çывăх çыннисем, тăванĕсем, ял-йыш пухăннă. Мĕн чухлĕ ырă сăмах каламарĕç пулĕ вĕсем маттур юбиляр ячĕпе. Хăйсен тĕпренчĕкĕсем вара телейлĕ ачалăх парнеленĕшĕн, вĕренме условисем туса панăшăн ашшĕпе амăшне чĕререн тав турĕç. Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче вара Юрий Яковлевичпа Татьяна Николаевнана “Юратупа шанчăклăхшăн” медаль парса чысланă. Сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр вĕсене.

 



"Ял ĕçченĕ"
22 июля 2011
00:00
Поделиться