Культура ĕçченĕсем канашларĕç
Тăвай енри культура учрежденийĕсен ертÿçисен ларăвĕ пулса иртнĕ. Клубсен паспортне тăвас, бюджетлă культура учрежденийĕсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелес тата ытти ыйтусене пăхса тухнă. Федераллă законăн 6 тата 31 статйисемпе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ çÿлерех асăннă ĕçсене. Кашни ял тăрăхĕнче пĕр информаципе культура центрĕ пулать çитес çул. Ытти клубсем вара центрăн филиалĕсем шутланаççĕ.
Район администрацийĕн финанс уйрăмĕн начальникĕ А.Сергеев, социаллă аталану секторĕн заведующийĕ Г.Масленников, тĕп культура учрежденийĕсен ертÿçисем А.Павловпа Т.Совина тухса калаçнă.
Çуллахи вăхăтра ялсенче пурăнакансене культура ыйтăвĕсемпе тивĕçтерессине лайăхлатма сĕннĕ клубсемпе культура çурчĕсен директорĕсене.