Пирĕн районта кăтартуллă занятисем иртнĕ
“Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пуçламăш çар учетне йĕркелесси” темăпа Тăвай районĕнче республикăри кăтартуллă занятисем иртнĕ.
Унта ЧР районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ЧР çар комиссариачĕн мобилизацилекен пайĕсен начальникĕсем, республикăри финанс министерствин секторĕн заведующийĕ Л.Заволжская хутшăннă.
Малтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев тăвайсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă хăнасене.
“Запасри тата ЧР вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе организацийĕсенче шутра тăракан граждансен çар учечĕн тата йышăнса хунин анализĕ” темăпа С.Козюра тухса калаçнă. Запасра тăраканнисен докуменчĕсене йĕркелесси пирки М.Дунаев каласа кăтартнă. В.Машанов çар призывĕн учетĕнчи çамрăксен докуменчĕсем çинчен сăмах хускатнă. Финанс министерствин представителĕ Л.Заволжская вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене пуçламăш çар учетне йĕркелеме паракан субвенципе мĕнле усă курмаллине ăнлантарнă. О.Семенов, В.Машанов, Ю.Барышев “Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пуçламăш çар учетне йĕркелесси” темăпа кăтартуллă заняти ирттернĕ. Çавăн пекех В.Балакиревпа Ю.Барышев запасри çынсене çар службине чĕнсе илесси пуçланас пулсан вĕсене мĕнле пĕлтермелли, пуçтармалли тата вырăнсене ăсатмалли йĕркесем пирки кăтартса панă.