Районти шкулсемпе ача сачĕсем илемленеççĕ
Иртнĕ эрнере районти шкулсемпе ача сачĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Ятарлă комисси (вĕренÿпе çамрăксен политикин тата спорт пайĕн ертÿçи В.Шакров, хуçалăхпа эксперт ушкăнĕн начальникĕ Л.Кузьмина, вĕрентÿ пайĕн ача сачĕсемпе ĕçлекен специалисчĕ А.Краснова, Тăвайри больницăн тĕп врачĕн çумĕ Т.Игнатьева, Роспотребнадзорăн территорири уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ю.Горшков, гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру секторĕн заведующийĕ В.Исаев, районти пушар надзор пайĕн начальникĕ А.А.Шакин) пурĕ вунă шкулта, ача сачĕсенче пулнă. Хатĕрленÿ ĕçĕсене вĕренÿ учрежденийĕсенче мĕнле тунипе кăсăкланнă, кашни служба асăрхаттарусем панă.
Эрне кун район хаçатçине те хутшăнма май килнĕ асăннă тĕрĕслеве. Малтан эпир Йăнтăрчăри ача садĕнче пултăмăр. Территорине çум курăкран, çÿп-çапран тасатнă. Хыçалти алăкран кĕнĕ чухне сарнă бетон плиткăсем куç тĕлне пулчĕç. Кивелнĕ май хускалнă вĕсем самаях, хушшисене ача ури те кĕрсе кайма пултарать. Пĕчĕкскерсем пĕрмаях кунтан тухмаççĕ пулĕ-ха. Чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче хыçалти алăкран та эвакуацилеме лекет-çке. Чупса тухнă чухне ÿксе урисене те ыраттарма пултарĕç пĕчĕкскерсем. Плиткăсен хушшисене хăйăрпа тултарса якатмалла мар-ши? Пире С.Туйдукова заведующи кĕтсе илчĕ. “Çуллахи вăхăтра 16–18 ача çÿрет. Эпир вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшатпăр. Гигиенăпа санитари правилисене, пушар хăрушсăрлăхĕн, гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру тата ытти йĕркесене пăхăнма тăрăшатпăр”, – тет Светлана Петровна.
З.Матвеевапа Н.Антонова воспитательницăсем, вĕсене пулăшакан С.Волкова ĕçлеççĕ пĕчĕккисемпе.
Н.Табаевапа Е.Андреева поварсем ачасене тĕрлĕ блюдăсемпе савăнтараççĕ куллен. Кухня, япала çумалли пÿлĕм, склад, туалет, вылямалли, çывăрмалли уйрăмсене, путвала кĕрсе куртăмăр. Юрий Вениаминович хăш-пĕр çитменлĕхсене вăраха ямасăр пĕтерме сĕнчĕ.
Ача сачĕпе юнашар вăтам шкул вырнаçнă. Йăнтăрчăра вĕренÿ ĕçне 1890 çулсенелле йĕркеленĕ. Хальхи вĕренÿ çурчĕ ачасене пуçласа 1967 çулта йышăннă. Районти чи кивĕ шкулсенчен пĕри шутланать ĕнтĕ ку. Йăнтăрчăран, Тенеялĕнчен, Улянкăран, Октябрь выçăлккинчен вĕренекенсем çÿреççĕ кунта пĕлÿ пухма. Вĕсене 20 яхăн учитель вĕрентет. В.Егоров директор йĕркелесе пырать ĕçсене. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ 33-мĕш çул тăрăшать çак пархатарлă ĕçре, коллектива çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентет, кирлĕ сĕнÿ-канаш парать.
–Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче партăсем хушшине пурĕ 137 вĕренекен лармалла, вĕсенчен 12-шĕ шкул алăкне пуçласа уçĕç. Май килнĕ таран начар мар хатĕрленме тăрăшрăмăр, классене сăрласа çĕнетрĕмĕр, коридора та илемлететпĕр çапла майпа. Çурта тул енчен шуратрăмăр, вăйлă çумăр çапса çуса пирĕн ĕç сăнне кăштах тĕксĕмлетрĕ. Сентябрь уйăхĕччен шурă тĕс кайнă вырăнсене тепĕр хут илемлетме тивет. Шкул тăрринче те ĕçлерĕмĕр, – хăйсем мĕн тунипе кĕскен паллаштарать Валерий Иванович.
Столовăйĕнче, спорт залĕнче, хăш-пĕр классенче пултăмăр. Хăлăпĕсем ваннă хăш-пĕр алăксен, вĕсене çĕннипе улăштарсан аван пулмалла. Ытти çитменлĕхсене çак кунсенчех пĕтерме пулчĕ В.Егоров директор.
Мучарсем мĕнле пурăннипе те кăсăклантăмăр çав кун. Урамсене таса тытма тăрăшаççĕ вырăссем. Çапах та хăш-пĕр вырăнсенче çум курăк çынран çÿллĕрех ÿссе кайнă.
Ача садне кирпĕчрен тунă. Картиш территорине тирпейленĕ, юмахсенчи тата ĕлĕкхи пурнăçри сăнарсене вырнаçтарнă. Çурт тăрринчи бетон плитасен хĕррисем вырăн-вырăнпа катăла-катăла ÿкнĕ. Ĕлĕкхи пурнăçри “модăллă” тÿрĕ тăрăсене хальхи вăхăтра улăштарса пыраççĕ-ха. Çулсем иртнĕ май юр ирĕлнин тата çумăр шывĕ пÿлĕмсене анма пултарать.
Мучарти ача сачĕн коллективне Людмила Кузьмина заведующи ертсе пырать. Г.Шакина медсестра, Л.Кирилловапа В.Шибалова воспитательницăсем, вĕсене пулăшакан О.Паранина, Н.Бадановапа Н.Сергеева поварсем. Любовь Кузьмина прачка, О.Жаркова музыкант, В.Зубов завхозпа А.Родин хуралçă тата ыттисем харпăр хăй тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлассишĕн тимлеççĕ.
Çуллахи вăхăтра ача садне 15–16-ĕн кăна çÿреççĕ иккен. Хĕлле пĕчĕккисен йышĕ вăтăртан та иртет. Эпир пынă чухне арçын ачасемпе хĕрачасем картишĕнче тĕрмешетчĕç.
Пÿлĕмсенче сывлăш уçă, урайне йĕпе мунчалапа çусах тăраççĕ пулас. Кухньăри сĕтел çинче шуратмалли çĕрулми савăчĕ лармалла марри, ятарлă ывăссене тирпейлĕ хумалли, пĕр вырăнта урай кивелсе начарланни тата ытти çитменлĕхсем пирки асăрхаттарчĕç комисси членĕсем.
Мучарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ çуртне çитме икĕ енĕ те йывăç карталлă çулпа утмалла. Пĕр енче – шкул пахчи. Унта çитĕнекен сухансем самаях аван курăнаççĕ. Улмуççисем çинче пан улмисем чăмăртанаççĕ. Картине те çĕнетсех тăнă коллектив. Тепĕр енчи хÿмепе танлаштарсан çирĕпрех курăнать вăл. Шкул çывăхĕнче арçынсем тĕрмешетчĕç. “Столовăй урайне тĕпрен юсарăмăр та, халь карта улăштаратпăр”, – терĕç вĕсем.
В.Смирнова директорпа хăш-пĕр вĕрентекенсем шкулта юлашки ĕçсене тăватчĕç. Классемпе коридора çĕнĕ сăн çапнă, вĕсем ачасене кĕтсе илме хатĕр. “Питĕ тăрăшатпăр. Коллектив туслă пирĕн, ĕçчен. Сентябрь уйăхĕнче шкул 110 вĕренекене йышăнма хатĕрленет. Пĕрремĕшсем вун иккĕн пулмалла. Кадрсем çителĕклĕ. Кĕршĕре, Киччĕре пурăнакан ачасене шкул автобусĕпе турттаратпăр, пĕр сменăпа ĕçлетпĕр тахçантанпа”, – тет Венера Ивановна.
Ăна эпир нумаях пулмасть иртнĕ çуралнă кунĕпе саламларăмăр, çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем сунтăмăр.
Тунти кун тĕлне районти 10 шкултан саккăрăшне йышăннă комисси. Тăрмăшсемпе пуянкассисен хатĕрлев ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Асăннă ялсенчи тата Тăвайри виççĕмĕш номерлĕ ача сачĕсенче те юсав вĕçленеймен-ха.