Вырмапа коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем контрольте
Иртнĕ эрнере районта вырма пуçланнă. Тушкилсемпе тăрмăшсем чи малтан ĕçе пуçăннă”,– тесе пуçларĕ тунтикунхи планеркăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн ертÿçи В.Ванерке. Район администрацийĕн структурăллă подразделенисен ертÿçисене ял хуçалăх коллективĕсене кашни эрнерех тухма, лару-тăрупа вырăнта паллашма, кирлĕ пулсан вăхăтра пулăшма сĕннĕ. Ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене тимлĕх уйăрма кирли пирки те сăмах хускатнă.
Тăвай ялĕнче хваттер укçине пысăк суммăлăх тÿлеменнисем пур. Ку ыйтăва ЧР Президенчĕ М.Игнатьев тимлĕхре тытни пирки те каланă планеркăра. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт пайĕн начальникĕ В.Шакров шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленин пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.
Гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ В.Исаев иртнĕ эрнере 3 пушар тата 1 çул-йĕр инкекĕ пулни çинчен пĕлтерни пирки каланă. Пушар надзор пайĕн начальникĕ А.Шакин асăннă информацисем хыççăн пушар чаçĕн ĕçченĕсем кашнинчех вырăна çитни çинчен пĕлтернĕ. Палăртнă тĕслĕхсене пушар тухнă тесе регистрацилемен.