Ĕçлекенсен пенсине çĕнĕрен шутлаççĕ
Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та производствăран уйрăлман граждансен ĕç пенсине çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен корректировка тăваççĕ. Ăна çĕнĕрен шутлаттарма заявлени çырмалла мар.
Корректировка ирĕкĕпе ватлăхри ĕç, инвалидлăх тата тăрантарса пурăнакана çухатнипе патшалăх укçине илекенсем усă кураççĕ. Хушăм ватлăхри ĕç пенсийĕн страховани пайне çирĕплетнĕ çар пенсионерĕсене те пырса тивет.
Тÿлеве памалла тунă е ăна юлашки хут шутланă хыççăн гражданинăн Пенси фондĕнчи ятарлă счечĕ çине куçарнă страховани взносĕн виçине кура корректировкăна виççĕмĕш çул ĕнтĕ çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăй тĕллĕн ирттереççĕ.
Ĕç пенсийĕн виçи кашни çыннăн – хăйне евĕр, страховани взносĕн суммипе тÿрремĕнех çыхăннă май, çĕнĕрен шутланă хыççăнхи хушăм та пĕрешкел пулаймасть.
Тивĕçлĕ канăва тухнă çын тÿлеве заявлени çырса унчченхи йĕркепе çĕнĕрен шутлаттарма та пултарать – саккун ăна çакнашкал ирĕк парать. Кун пек чухне çурла уйăхĕнчи корректировкăна хирĕçлени çинчен пенси службине çырса пĕлтерме тивет.
Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен автоматла корректировка тунă хыççăн Тăвай районĕнче 772 çыннăн пенси виçи ÿсет. Ку районта пенси илекенсен 17 проценчĕ чухлĕ. Вăл кашни çын пуçне вăтамран 88 тенкĕ те 34 пуспа танлашать.