Лидерсем дистанци тытаççĕ
Район чемпионачĕн 9-мĕш турĕнчи тĕп тĕл пулăвĕсенчен пĕри “Дорстройпа” нăрвашсем хушшинче пулчĕ. Вăйă Тăвайра иртрĕ. Пĕрремĕш таймра тăвайсем хĕсрĕç пулсан (шута вĕсем 2:0 тума пултарчĕç), 2-мĕш таймра нăрвашсем пысăкрах хăвăртлăх çине куçрĕç. Техникăран та аптрамаççĕ, мечĕке пуçпа та, пуç урлă та, сывлăшра “хачă туса” та малалла ăсатаççĕ. Пенальтирен 1 мечĕк тапса кĕртнĕ хыççăн вĕсем пушшех хавхаланса выляма пуçларĕç. Тĕл пулу палăрмалла çивĕчленчĕ. Тăвайсем 3-мĕш мечĕк тапса кĕртрĕç. Нăрвашсем каллех парăмра юласшăн пулмарĕç, пушă тăрса юлнă хапхана 2-мĕш мечĕке ăсатрĕç. Пĕр хапха енчен тепĕр хапхана, унтан каялла куçрĕ атакăпа контратака хумĕ. “Дорстройăн” тапăнаканĕ Александр Краснов чăннипех чи ăста бомбардир пулса тăчĕ. 4 хутчен илме пултарчĕ вăл хăнасен хапхине. 4:2 шутпа вĕçленчĕ тĕл пулу.
Тăрмăшсем килте пуянкассисене йышăннă. Площадка хуçисем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ, çавах та, 2:3 шутпа выляса янă çĕртен, вĕсем матча çăлса ĕлкĕрнĕ, хăнасен хапхине тепĕр 2 мечĕк тапса кĕртнĕ. Шут – 4:3.
Тушкилсем килте “Союзран” 3 очко туртса илме пултарнă. Кунта шут – 4:2. “Лидер” чутейсенчен 6:1 шутпа выляса илнĕ.