Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ĕç пенсийĕсене çĕнĕрен шутласа тÿрлетни

“Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен” РФ Законĕпе (17-мĕш статьян 5-мĕш пункчĕ) килĕшÿллĕн виççĕмĕш çул августăн 1-мĕшĕнчен ĕç пенсийĕсен виçисене çуллен çĕнĕрен шутласа параççĕ. Ĕçлекен тата ытти пенсионерсемшĕн çакă усăллă, вĕсен страховăй взносĕсен шучĕсем çинче укçа-тенкĕ хушăнса тăрать.

Ĕç пенсийĕсене çĕнĕрен шутлас йĕркепе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама эпир Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникне Л.В.Яковлевана ыйтрăмăр.

Лилия Вениаминовна, калăр-ха, тарасшăн, мĕнле категорири çынсен ĕç пенсийĕсен виçисем ÿсеççĕ тата мĕнле условисем кирлĕ вĕсене ÿстерме?

–Пирваях çул çитнипе, инвалид пулнипе пенси илсе тăнине пăхмасăр ĕçленĕ е халĕ те ĕçлекен граждансен пенси виçисене çĕнĕрен пăхса тухаççĕ. Çавăн пекех ку çар пенсионерĕсем хушшинче ĕç пенсийĕсен страхланакан пайне илсе тăракансене, патшалăх, муниципалитет служащийĕсем нумай çул пĕр вырăнта ĕçленĕшĕн ĕç пенсийĕн страхланакан пайĕн пĕр пайне "выслуга" илсе тăракансене пырса тивет. Çемьере тăрантакана çухатнине пула, пенсие тухнă хыççăн тепĕр çултан августăн 1-мĕшĕнчен ĕç пенсийĕ илекенĕн пенси виçине те çĕнĕрен палăртаççĕ.

Пенси виçине çĕнĕрен палăртнă чухне пенсионерăн лицевой счечĕ çинчи страховой взносăн июлĕн 1-мĕшĕчченхи суммине шута илеççĕ.

Пенсие шутласа тÿрлетни çĕнĕрен шутласа панинчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха?

–Ĕç пенсийĕн виçине çуллен августăн 1-мĕшĕнчен тÿрлетсе шутлаççĕ, уншăн заявлени çырмалла мар, ку унсăрах пулса пырать. Корректировка пенсие тухнăранпа мĕн вăхăт ĕçленипе е пенсие юлашкинчен хăçан шутласа панипе çыхăнман.

Ĕç пенсине е инвалид пулнипе илекен пенсие çĕнĕрен шутлаттарма вара унчченхи пекех заявлени çырмалла. Ăна урăх датăпа та шутласа пама пултараççĕ, тулĕк маларах августри корректировкăна пăрахăçлама ыйтса заявлени памалла. Пенсие тухнăранпа 12 уйăх иртнĕ хыççăн çĕнĕрен шутлаççĕ. Перерасчет тума пенсионерăн заявлени çырмалла.

Сăмахран, çынна 2010 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче пенсие кăларнă. Çав çулхи августăн 1-мĕшĕнчен унăн пенси виçине корректировка тунă (страховăй взносĕ мĕн чухлĕ пырса кĕнине шута илсе). 2011 çулхи августăн 1-мĕшĕ хыççăн унăн хăйĕн пенсине çĕнĕрен шутлаттарма право пур, унăн çакна тума маларах августри корректировкăна пăрахăçлама ыйтса заявлени кăна памалла. Ĕç пенсине корректировка тумалла е çĕнĕрен шутлаттармалла – ку вăл пенсионерăн ирĕкĕ.

Корректировка хыççăн пенси мĕн чухлĕ ÿсме пултарать?

Çакă лицевой счет çинчи страховăй взнос виçинчен тата çын малашне мĕн вăхăт пенси илсе тăма пултарассинчен килет.

Тĕслĕх. Çын 2010 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчен пенсие тухнă. Çав çулхи августра унăн пенсине корректировка туман (лицевой счет çинче страховăй взнос çуккипе). 2011 çулта ĕçлекен пенсионер хăйĕн пенсине перерасчет тутарма заявлени çырман. 2011 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне унăн лицевой счечĕ çинче 30550 тенкĕ страховăй взнос пухăннă. Вăтамран вăл ÿлĕм тепĕр 192 уйăх пенси илме пултарать (204 уйăхран пенсие тухнăранпа 12 уйăх иртнине кăларсан, 192 уйăх юлать). Корректировка хыççăн унăн пенсийĕ уйăхсерен 159 тенкĕ те 11 пус хушăнса пырĕ.

Тавах калаçушăн.

 



"Ял ĕçченĕ"
02 августа 2011
00:00
Поделиться