Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ял хуçалăх çыравĕ пулать

2014 çулта çĕр-шывра Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пулать. Унăн тĕллевĕ – аграри секторĕнчи инвентаризаци. Перепись ял хуçалăхĕ пирки тулли те тĕрĕс информаци илме, унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх производство эффективлăхĕ çине витĕм кÿрекен ĕçсем туса ирттерме май парĕ.

Çырав меслечĕсене тĕрĕслес тĕллевпе çитес çул сăнаса пăхмалла перепись йĕркелесшĕн. Ял хуçалăх çыравĕшĕн Росстат яваплă, укçа-тенкине финанс тата экономика аталанăвĕн министерствисем федераллă бюджетран уйăрĕç.

Аса илтеретпĕр, ял хуçалăхĕнчи юлашки çырав 2006 çулта иртнĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх çĕр-шыври пысăк тата вăтам ял хуçалăх предприятийĕсенче 2,3 млн. çын вăй хурать, 232 пин çын – вак предприятисенче (Чăваш Ене илес пулсан, ку цифрăсем 32,5 тата 5,2 пин çынпа танлашаççĕ).



"Ял ĕçченĕ"
19 августа 2011
00:00
Поделиться