Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Инкек пĕтĕмлетÿсем тума ыйтать

Иртнĕ эрне кун Тăвай–Вăрманхĕрри çулĕ çинче хăрушă инкек пулнă. Çур çĕр иртни 1 сехет çитеспе иномарка ялалла утакан 4 çамрăк çине пырса кĕнĕ. Çамрăксем ахăртнех дискотекăран килелле утнă. Виçĕ хĕре Тăвай каччи ăсатнă. Çамрăксем пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ, тăваттăшĕ те пĕр çулаллисем, Тăвай шкулĕнчен пĕр вăхăталла вĕренсе тухнă. Каччăпа 2 хĕр сурансене пула çавăнтах вилсе кайнă. Вилнĕ хĕрсен амăшĕсем те пĕр тăван. Виççĕмĕш хĕре Тăвайри тĕп больницăна илсе çитернĕ, халĕ вăл Канаш больницинче реанимацире сипленет.

Таптакан водитель Чÿкçырминчен, вăл 29 çулта. Яланлăх ĕç çуккипе, республика тулашне ĕçлеме çÿрет.

 

Редакцирен: Вăрманхĕрри çулĕ хумлă-хумлă, ун çинче лапамсемпе çÿллĕ вырăнсем пур. Транспорт хатĕрне хытă хăвалама юрамасть. Çул çатма çинчи пек курăнмасть. Çавăнпа çынна таптанă тĕслĕхсем тăтăш пулаççĕ те. Водительсем вара хăвăртлăха чакарма ыйтакан паллăна пăхăнмаççĕ.

ГИБДД уйрăмĕн ĕçĕ пирки те сăмах пур. Протокол çырни, штраф тÿлеттерни – пĕрре. Çулсем çинче çирĕп йĕрке тăвасси, водительсене воспитани парасси – тепре. Мĕншĕн пирĕн тăрăхри çулсем çинче йĕркене пăхăнасшăн мар? Мĕншĕн тесен йĕркене пăсакан водительрен çирĕп ыйтмаççĕ. Штраф уншăн – алă сулмалăх кăна. Ĕлĕкхи пек асăрхаттару талонĕсем çук халь, экзамена тепĕр хут партарасси патне çитмест. Çăмăл машинăна кирек кам та туянма пултарать, водителе опыт та, асăрханулăх та çитмест. Правана вĕренмесĕрех, укçа тÿлесе илекенсем пурри те вăрттăнлăх мар. Инкекрен пурин те тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тумалла: ГИБДДн та, водительсен те, çуран çÿрекенсен те. Калаçнипех ирттерсе ярар мар.

 



"Ял ĕçченĕ"
23 августа 2011
00:00
Поделиться