Çÿплемен çĕрте кăна таса
Районта тăвансемпе, ĕçтешсемпе, ачасемпе пĕрле канмалли чаплă вырăнсем пур. Вĕсене Тăвай енрисем кăна мар, ытти çĕрте пурăнакансем те аван пĕлеççĕ. Эль кÿлли, Хура çăл, Паçнер тата ыттисем те. Асăннă вырăнсен илемĕпе киленнĕ хыççăн вара çынсем ăпăр-тапăра пуçтармасăр хăвараççĕ. Çут çанталăка çапла варалама мĕнле хăяççĕ-ши вĕсем. Çав вăхăтрах çавнашкаллисенех урамсенчи тасалăх савăнтарать. Анчах утса пынă çĕртех хут татăкĕ, пушă кĕленче пăрахса хăварма юраманнине хăнăхса çитейместпĕр.
Çуралнă вырăнсен илемĕшĕн тăрăшакан çамрăксем те çук мар районта. Иван Ананьев хăйпе пĕр шухăшлисене пухса Хура çăл таврашне çÿп-çапран тасатса тухнă нумаях пулмасть. Çак тĕслĕх асăннă вырăнсене канма пыракансене хăйсем хыççăн ăпăр-тапăрне пуçтарса тухма хавхалантарса тăтăр. “Куллен пуçтаракан çĕрте мар, пачах çÿплемен çĕрте таса”, – тесе ахальтен каламан ватăсем.