Çичĕ мăшăр
Пирĕн районти ЗАГС уйрăмĕ çĕнĕ çуртра ĕçлеме пуçларĕ пĕлтĕр. Çавăнпа савăнăçлă лару-тăрура çырăнасси чылай лайăхланчĕ. Хăш-пĕрисем канмалли куна кĕтмеççĕ, эрне варринчех хăйсем пĕрле пурăнма пуçланине çирĕплетекен документ илсе каяççĕ.
Ку эрнере çичĕ мăшăр çырăнма кăмăл тунă. Тăрмăшра пурăнакан Р.Корниловпа А.Тимофеева çĕнĕ çемье чăмăртанă. Чÿкçырминчи Н.Лебедевпа Тăвайри Л.Александрова мăшăрланма заявлени панă. Чутейри А.Яклашкин хăйсен ялĕнчи Т.Кабартована, Йăнтăрчăри А.Александров Ямбулатри А.Антонована, Сăхăтпуçĕнчи С.Якимов Тăвайри А.Давыдована, Çĕнĕ Пуянкассинчи А.Михайлов Канаш районĕнчи С.Крылована, Чутейри С.Шамбулин Амалăхри Т.Семенована куç хывнă.