Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тулă ани çинче – ĕç шавĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Ванерке тата АПК аталанăвĕпе экономика пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Краснов ялсенчи хуçалăх коллективĕсенче ĕççи мĕнле лару-тăрура пулнипе тăтăшах кăсăкланаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем «Можарский» тулли мар яваплăхлă обществăра пулнă. Мучарсем кĕрхи ĕçсем валли 150 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Юн кун ял ĕçченĕсем тулă акатчĕç. Виçĕ сеялкăллă агрегат кăкарнă «ДТ-75» маркăллă трактор ĕçлетчĕ уйра. «70 гектар тулă акрăмăр кĕске вăхăтра. Кунти ĕçсене вĕçлесен ыраш ани çине куçатпăр»,–тет И.Барыкин тракторист.

Кĕçех уя тулли михĕсем тиенĕ трактор тухрĕ. Унпа Ю.Шибалов ĕçлет. Çĕр çыннисем сеялкăсене паха вăрлăхпа самантрах тултарчĕç. Кашни минут шутра пулнине ăнланаççĕ вĕсем. «Можарский» тулли мар яваплăхлă обществăри ĕçсене С.Муханов йĕркелесе пырать. Эпир уйра пулнă кун акакансемпе пĕрлеччĕ вăл.



"Ял ĕçченĕ"
26 августа 2011
00:00
Поделиться