Хамăрăн та нумай ĕçлемелле
Тăвайĕнче хальхи вăхăтра нумай хутлă çуртсенчи хваттерсене харпăр хăй хутмалла тăвас ĕçсем пыраççĕ. Чылайăшĕшĕн çĕнĕлĕх ку, çавăнпа кăштах ăнлантарса парасшăн.
Малтан ятарлă проект тутармалла. Çакăн хыççăн вара газовиксем пырса урамри газопроводсене улăштарса пама тивĕç. Паллах, укçасăр мар. Ун хыççăн кашни хваттер хуçин хăйĕн вăйĕпе газпа ĕçлекен хуран (котел) лартмалла, ăшăтакан системăна тутармалла. Кашни çуртăн проект тăрăх урам енчен тĕтĕм çулĕсем (вытяжной труба) пулмалла. Вĕсене кунта сутмаççĕ тата вĕсем хаклă. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Егорович Васильев ку ыйтусене контрольте тытать тата вĕсемпе хăй ĕçлет. Район администрацине газпа ĕçлекен котелсем илсе килеççĕ. Хакĕ вĕсен – чи йÿнни. Çавăнпа та халăха, укçа-тенкĕ пуçтарса, туянма ыйтасшăн вĕсене. Фильтрĕ те пур, стена витĕр тухакан трубисем те. Икĕ çуллăха гаранти параççĕ. Ытти маркăллă котелсене те илме пултаратăр. Анчах вĕсем проект çинче кăтартнисем пек пулсан аванрах. Унсăрăн проекта улшăнусем кĕртме лекет.
Паллах, хваттерсенчи ăшăтакан системăсене çав енĕпе ĕçленĕ, ăнланакан çынсене тутарсан аван. Тăвайĕнче те пур çавăн пеккисем. Вĕсем – Валерий Фадеев, Юрий Иванов, Сергей Гурьев, Сергей Кузьмин, Сергей Баринов тата ыттисем те. Асăннă çынсем Мускавра ĕçлесе опыт пухнă, Тăвайĕнчи çуртсене капиталлă юсав тума хутшăннă. Ăшăтакан системăна тума пултаракансем татах пур. Юсавпа техника предприятийĕн территорийĕнчи пĕрремĕш номерлĕ çуртрисем вара ку ĕçсене хăйсемех йĕркелесшĕн. Ятарлă бригада тунă. Ăшăтакан система тăвас тесе, Тăвайне Кÿкеçрен, Çĕрпÿрен тата ытти çĕртен килсех тăраççĕ. Вĕсене те тутарма пултаратăр. Анчах кайран вĕсенчен ыйтма çук, çав енчен начар. Тата çакна асăрхаттарасшăн. “Эпир кивĕ пăрăхсемпе батарейăсенех яратпăр”, – теççĕ хăш-пĕрисем. Паллах, хăвăрăн ирĕк. Анчах ан манăр. Пирĕн патăрти шыв извеçлĕ, çавăнпа та вăл батарейăсемпе пăрăхсен ăшне хăвăрт ларать, тутăх вара котела юрăхсăра кăларма пултарать. Ман шутпа, ăшăтакан системăна полипропилен трубасенчен тумалла "ун çине таса мар япаласем лармаççĕ". Батарейăсене те çĕннисем ямалла. Вĕсем биметалран пулсан аванрах. Чугун тутăхать. Тутăхĕ вара системăна, котела юрăхсăра кăларма пултарать. Çĕр тенкĕ выляса илсе вуншар пин çухатмалла ан пултăр. Хăшĕ-пĕрисем тата килне пырса туса парасса кĕтсе лараççĕ. Хамăрăн пуçаруллăрах пулмалла. Район пуçлăхĕ, администраци ку енĕпе ырми-канми ĕçлеççĕ пулсан та пирĕн хамăрăн ĕçсене хамăрăнах тумалла. Ку енĕпе комендантсен (çурт управляющийĕсен) питĕ пуçаруллă пулмалла. Халăхран вăхăтра укçа пуçтармалла. Ăшăтакан система тума пĕлекенсене тупса вĕсемпе килĕшÿсем тумалла. Комендантсенчен Михаил Хвостова палăртмалла. Вăл тăрăшнипе Тăвайри Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çуртра ăшăтакан системăна туса пĕтернĕ тесен те юрать пулĕ. Урам енчен пăрăхсем лартмалли çеç юлать.
Хĕл çывхарать. Çавăнпа та пурин те, çак ĕçсене вăхăтра пĕтерес тесе, çанă тавăрса ĕçлемелле. Пĕлмен ыйтусене администрацирен, комендантсенчен, çынсенчен ыйтса пĕлме тăрăшăр. Çынна шанса ларас марччĕ, пĕрле тăрăшсан ĕç ăнса пырать.