Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Сильвия Петрова журналистка пуласшăн

Кăçал февральпе март уйăхĕсенче Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулăн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Сильвия Петрова пĕтĕм çĕр-шыва ура çине тăратрĕ темелле. Чăваш хĕрĕ ÿкернĕ мулкач 2014 çулта Сочире иртекен хĕллехи Олимп Вăййисен символĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Çĕнĕ Пуянкассине радиоран, телевиденирен, республикăри хаçатсенчен киле-киле кайрĕç, интервьюсем илчĕç, ÿкерчĕç. Хĕр пултарулăхĕ çынсен калаçăвĕн тĕп темиччĕ. Сасăлав вăхăтĕнче вара икĕ Пуянкассийĕпех ватти-вĕтти урамсем тăрăх кумрĕ, “Эсĕ Сильвишĕн сасăларăн-и-ха?“ тесе пĕр-пĕрне аса илтерчĕ, васкама ыйтрĕ. Ялти шкулта вĕренекен чăваш хĕрĕ туххăмра çĕр-шывĕпе паллă пулса тăчĕ.

Эпир ун чухне район хаçатĕнчен Сильвия патне çитеймерĕмĕр. Йăлăхтарас та килмерĕ. Пурнăçра мĕнле те пулин кĕтменни сиксе тухсан, хаçат, радио, телевидени тÿрех çак хыпар çине сиксе ÿкет. Шăв-шав лăпланать те – кайран манаççĕ. Мĕн тăвас тетĕн, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçĕн специфики çавнашкал тăр. Пĕр кунпа, паянхипе пурăнатпăр.

Çавах та Сильвия асран каймастчĕ. Мĕнлерех-ши çав хĕрача? Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ши? Ĕмĕчĕсенче мĕн-ши? Кăвак хуппи уçăлнă самантпа усă курса, вăл çĕр-шыври пĕр-пĕр паллă шкула вĕренме кĕнине курас килетчĕ. Ÿкересси патне чун выртать пулсан, çав енĕпе пултарулăха туптама.

Акă иртнĕ эрнере ятарласах Сильвия Петрова патне Çĕнĕ Пуянкассине çитрĕм. Автобусран ансан, Валентина Ивановна Никоноровапа çулташлă пултăмăр та, вăл мана Петровсен тĕлне кăтартса хăварчĕ. Тĕсне çухатса ĕлкĕреймен кирпĕч çурт. Урамалла виçĕ чÿрече. Хашакисене те, çурт карнисне те йывăçа касса эрешлесе капăрлатнă. Сăрланă тимĕр хапха. Эпĕ калинккене шаккасан, тухса уçрĕç. Район хаçатĕнче сăнне пичетленĕ те, çавăнпа та уçаканĕ Сильви пулнине тÿрех тавçăртăм. Хампа паллаштарнă хыççăн эпир унпа калаçса кайрăмăр. Хĕр мĕнле кĕнекесем вулама, мĕнле музыкăна кăмăлланине, вăхăта мĕнле ирттернине ыйтса пĕлтĕм. Чăваш хĕрĕ вырăс классикине вулама, рок-кĕвĕне итлеме кăмăлларах парать. Телевизор умĕнче нумай ирттермест вăхăта. Компьютерпа ÿкерет. Технологи урокĕсем килĕшеççĕ пулин те, чи юратакан предмечĕ – географи. Уншăн тĕлĕнме те кирлĕ мар пуль. Асăннă предмет пире халиччен курман-илтмен çĕр-шывсене илсе çитерет, çут çанталăк тĕлĕнтермĕшĕсемпе паллаштарать. Мĕн чухлĕ экзотика! Ÿкерекене шухăш фантазийĕ питĕ кирлĕ çав.

Ÿкерме вара пĕчĕкренех кăмăллать. Шкула каичченех ăна ашшĕ-амăшĕ сăрăсем илсе панă. Утма вĕрениччен хутпа кăранташ тытнă темелле.

–Кĕçĕнрех классенче вĕреннĕ чух пĕрмай майра пуçĕсем, чĕр чунсен кĕлеткисем тăваттăм. Манăн атте те лайăх ÿкерет, анчах халь ерçÿ тупаймасть, – каласа парать хĕр. Портретсем тума кăмăлланине пĕлсен, эпĕ ăна Алексей Егорович Альфонспа паллашма сĕнтĕм. Вăл пултаруллă портретист.

Сильвия – пĕрре пăхса ыттисем евĕр те, хăйне уйрăм та пек. Çÿçне кĕскен кастарнă. Прически те, тумтирĕ те расна. Стильлĕ. Ытлашши куçа тирĕнмест, чи лайăххи – хăй çинче ятуллă. Калаçнă чухне ыйту паракана куçран пăхса хуравлать. Çывăх тантăшĕсем Эльвирăпа Оля хăйĕнчен инçе мар пурăнаççĕ, иккĕшĕ те колледжсенче вĕренеççĕ.

Сăмах ваклама юратсах каймасть пулас, анчах, чунĕ уçăлса кайнă самантсенче, пуçа интереслĕ шухăш пырса кĕрсен, сăн-пичĕ çуталса каять те вăл хавхалансах калаçма тытăнать.

Класран вĕсем вунпĕрĕн вĕренсе тухнă. Çурри аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Пурте Чăваш патшалăх университетне. Кам маш иностроени, кам электроэнергетика, кам экономика е физикăпа математика факультечĕсене.

–Эсĕ вара? – пăхатăп Сильви çине.

–Эпĕ – журналистикăна,– хуравлать хĕр.

–Мĕнле-ха апла? Мускава ĕлкĕреймерĕн-и? Шупашкарти педуниверситетăн художествăпа графика факультетне? Ÿкерме, тумтир моделĕсене шухăшласа кăларма юрататăн пулсан, сана дизайн енĕпе вĕренни кирлĕрех марччĕ-и? Аçу-аннÿ мĕнле пăхать, хирĕçлемест-и эсĕ суйласа илнĕ çула?

–Çук, хирĕçлемеççĕ. Эпĕ ÿкерме кăна мар, журналистикăпа та кăсăкланатăп. Вăл та пултарулăх ĕçĕ, пĕри теприне хирĕçлемест те пулас. Вĕренсе пăхам-ха, куç курĕ, – ним пулман пекех тавăрать Сильви.

Сăмах май, вĕренме кĕме суйласа илнĕ темăпа вăл вырăсла сочинени çырса 100 балл пухнă. Турри пулăштăр ĕнтĕ ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме. Вăл художник-аниматор пуласшăн. Чун выртсан, журналист та интереслĕ професси.

 



"Ял ĕçченĕ"
30 августа 2011
00:00
Поделиться