Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ял тăрăхĕсенчи ĕçсемшĕн вĕсен пуçлăхĕсем ответлă

Тунти кунхи анлă планеркăна район администрацийĕн подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, шкул директорĕсем хутшăннă.

Халăх пурнăçĕн хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пăхса тухнă малтан. Ку енĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тимлĕрех пулма ыйтнă. Ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе кĕркуннехи субботник ирттерме палăртнă, ăпăр-тапăр куписене çĕрпе танлаштарма сĕннĕ. Ялсенче пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтерес ĕçри çитменлĕхсене сивĕ кунсем пуçланиччен пĕтерме ыйтнă район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Района ертсе пыракансене ялсен урамĕсенче электролампа вырнаçтармалли схемăсене халĕ те çирĕплетменни шухăшлаттарать. Ку ĕçе пĕр эрне хушшинче вĕçлеме палăртса хăварнă планеркăра. Хĕллехи вăхăтра ялсенчи çулсене тасатса тăмалли план-схема хатĕрлемелле ял тăрăхĕсен пĕр уйăхра. “Ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи лару-тăрушăн вĕсен пуçлăхĕсем ответлă. Çавăнпа вĕсен хăйсенчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтмалла, хушнă ĕçсене вăхăтра пурнăçламалла”, – тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев.

Çĕр налукне пуçтарассипе начар ĕçлекенсене те асăрхаттарнă планеркăра.

Çу кунĕсем вĕçленнĕ май çанталăк улшăнсах тăрать. Çавăнпа пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илессине вăраха ямалла мар. Çĕр улми кăларма пуçламалла, кĕрхи культурăсене вăхăтра акса хăвармалла. Тухăçа упрассине те тимлĕх уйăрма манмалла мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕ техника хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассине йĕркелеме каланă пухăннисене.

“Нумай хваттерлĕ çуртсене харпăр хăй хутмалла тăвас ĕçсене çирĕп контрольте тытмалла”, – тесе сĕннĕ тата Юрий Егорович.

Пĕлÿ кунĕ çывхарать. Юлашки юсав ĕçĕсене вĕçлеме, шкулсен территорийĕсене тирпейлеме, уява ăнăçлă ирттерме хушнă директорсене планеркăра.

 



"Ял ĕçченĕ"
30 августа 2011
00:00
Поделиться