Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пĕлÿ кунне уявларĕç

Çуллахи каникул сисĕнмесĕр хыçа юлчĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун çĕр-шыври шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ.

Тăвай енри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 вăтам шкулта кăçал пурĕ 1955 ача вĕренме пуçлать. Вĕсенчен 167-шĕ пуçласа пĕлÿ тĕнчин алăкне уçать.

Тăвай. Пĕлÿ кунĕ – пысăк уяв. Район центрĕнчи вăтам шкул коллективĕ ăна тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илчĕ. Виçĕ хутлă вĕренÿ çуртне, классене, коридорсене, столовăйне сăрласа илемлетнĕ. Территорири сарă, хĕрлĕ, шурă тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Ирхине тăхăр сехет тĕлне шкул умне ачасемпе ашшĕ-амăшĕ тата вĕрентекенсем пухăнчĕç. “Пĕлÿ кунĕпе сире!” – тесе çырса хунă вĕренÿ çуртне кĕмелли тĕп алăк тăррине. Хаваслă кĕвĕ илтĕнет.

Капăр тумланнă хĕрсем – А.Илларионовапа С.Селиванова – ăшă сăмах каласа уçрĕç уява.

Унтан шкул директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Николаева тухрĕ трибуна умне. Светлана Владиславовна кашни класа сывлăх сунчĕ, коллектив çитĕнĕвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. “Кăçал та лайăх паллăсемпе вĕренсе савăнтарăр”, – тесе вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне.

“Акконд” фабрикăн генеральнăй директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов Тăвай ялĕнчи шкула çÿрекенсене Чăваш Президенчĕ М.Игнатьев тата Патшалăх Канашĕ, хăй ертсе пыракан коллектив ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Шупашкарти канфет кăларакан фабрикăра, “Акконд-агро фирма” обществăра ĕçлекенсен, Канаш хулинче çăкăр пĕçерекенсен тăрăшулăхĕпе паллаштарчĕ. Шкултан вĕренсе тухсан е аслă пĕлÿ илсен ĕçлеме пыма сĕнчĕ çамрăксене Валерий Николаевич, укçан парне тата пĕрремĕш классем валли канфет пачĕ, вĕренекенсене ялан малти ретре пыма сунчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев та асăннă шкулта вĕренекенсемпе пĕрле пулма кăмăл тунă. Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлеме район бюджетĕнчен пысăк сумма укçа-тенкĕ уйăрни пирки палăртрĕ вăл. Çавăн пекех Тăвай ялĕнче чаплă физкультурăпа спорт комплексĕ тума пуçлани çинчен асăнса хăварчĕ. Шывра ишме вĕренмелли бассейн та пулать иккен унта. 121 миллион тенкĕ уйăрнă республика бюджетĕнчен çак пысăк тĕллеве пурнăçлама. Район пуçлăхĕн сăмахĕсенчен пирĕн вĕрентÿ системи 2010 çулхи кăтартусемпе Чăваш Енре пĕрремĕш вырăна тухнине пĕлтĕмĕр тата. Пухăннисене сывлăх, ăнăçу, телей сунчĕ юлашкинчен Юрий Егорович. Тĕрлĕ конкурссенче палăрнă вĕренекенсене, Тăвайри шкула Хисеп грамоти пачĕ.

Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ю.Королевана та тимлĕ итлерĕç уяврисем. Юлия Павловна урамсене тирпейлес енĕпе тата обществăлла ĕçсенче активлăх кăтартакан, Тăвайри вăтам шкулта вĕрентекен Н.Гаврилована Хисеп грамотипе чысларĕ. “Шкулăм, алăкусене уç, эпир вĕренме кĕретпĕр”, – терĕç сăвăласа пĕрремĕшсем. Лайăх паллăсемпе юнашар утма шантарчĕç вĕсем. Чи пĕчĕккисене вĕрентекен В.Иванован çепĕç сăмахĕсем те пурне те килĕшрĕç.

Вунпĕрмĕшсем хăйсен кĕçĕн юлташĕсене ырă сунса пĕчĕк парнепе хавхалантарчĕç. “Эсир шкулта хăвăрăн ыйтăвăрсен хуравне хăвăрт тупма, пурнăçăн тĕрĕс сукмакне суйласа илме хăнăхатăр. Тÿрĕ çул сире, пĕрремĕшсем”, – терĕ юлашкинчен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе С.Порфирьева. Юрăсене те ăшшăн йышăнчĕç çынсем. П.Николаевпа Е.Васильев (11 кл.) тата К.Ивановапа А.Моряков (1 кл.) пĕрремĕш шăнкăрав панă хыççăн вĕренекенсем шкула кĕчĕç. Мир урокĕ пуçланчĕ.

 

Чутей. Ку ялти шкул та ачасене хаваслă кĕвĕпе кĕтсе илчĕ иртнĕ кĕçнерни кун. Пурĕ 120 ача парта хушшине ларать кăçал, вĕсенчен тăххăрăшĕ – пĕрремĕшсем.

Малтанах шкул директорĕ Н.Большов саламларĕ пухăннисене, унтан Хисеп грамотисемпе чысларĕ вĕренекенсене. Чутей ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Медведев та хăнана пушă алăпа килмен. Вăл та ачасене пĕрремĕш кунтанах ырă тĕслĕх кăтартма сĕнчĕ. “Чутеевский” ЯХПК управляющийĕ В.Шерне те саламларĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшса ĕçленĕ ачасене укçан парне парса хавхалантарчĕ. “Чутейсем хăйсен шкулне çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес енĕпе çĕнтерчĕç районти конкурсра”, – тесе пĕлтерчĕ вĕрентÿ, çамрăксен политики тата спорт пайĕн начальникĕ В.Шакров Тав çырăвĕ панă май. Пухăннисем савăнса алă çупрĕç.

Л.Михайлова учительница, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Т.Емельянова та тухса калаçрĕç. Н.Петрова (9 кл.) юррине кăмăлласа итлерĕç уяврисем. Н.Михайловпа (11 кл.) В.Куприянова (1 кл.) шăнкăрав пачĕç юлашкинчен.

 

Элпуç. Кăçал районти чи чаплă шкулта 136 ача пĕлÿ пухма пуçлать. Вĕсенчен вуннăшĕ пуçласа шкула каять.

Савăнăçлă линейкăна шкул директорĕ Л.Кабакова уçрĕ. Вăл коллектив ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ, вĕрентÿре палăрнă педагогсене Хисеп грамоти пачĕ.

Уява район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев, вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт пайĕн представителĕ А.Никитин, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан И.Иванова та хутшăнчĕç, вĕренекенсене ăнăçу сунчĕç.

Шăнкăрав сасси Элпуçĕнчи вăтам шкулта та вĕренÿ çулĕ пуçланни пирки систерчĕ. Çĕнĕ, хăтлă классем кĕçех ачасен хаваслă сассисемпе тулчĕç.

 



"Ял ĕçченĕ"
02 сентября 2011
00:00
Поделиться