Пулас пенси пирки халех шухăшламалла
Кун хыççăн эрне, уйăх, унтан çулталăк хыçа юлать. Сисместпĕр те, пенсине кайма вăхăт çитет. “Пĕр çĕрте вăтăр ытла çул ĕçлесе те пенси укçи пĕчĕк манăн”, – тесе пăшăрханаççĕ вара хăш-пĕрисем. Çавнашкал кăмăлсăрланакансем малашне ан пулччăр тесе Раççейре пенси укçин суммине ÿстермелли май тупнă, ятарлă закон сĕннĕ. Ăна темиçе çул каялла йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн пулас пенси укçин суммине ÿстерме халь хамăрăн тăрăшмалла. Уйăхсерен укçа хывмалла пирĕн, ун хыççăн патшалăх та пулăшать иккен. Çĕнĕ йĕрке пурнăçа епле кĕрсе пынипе кăсăкланса пирĕн журналист Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕпе Л.Яковлевапа тĕл пулса калаçнă, тĕрлĕ ыйтусем çине хурав илнĕ.
–Лилия Вениаминовна, пенси укçин суммине ÿстермелли закон пирки пĕлесшĕн çынсем. Кĕскен каласа параймăр-ши?
– «Пенси укçин суммине ÿстерме патшалăх хутшăнни» федераллă закон 2009 çулхи юпа "октябрь" уйăхĕнче вăя кĕнĕ. Унтанпа, асăннă документа ырласа, Раççейре 5 миллион çын заявлени çырнă. Халăхăн 3,5 проценчĕпе танлашать ку. Пирĕн районта ку çĕнĕлĕхе пурĕ 311 çын кăмăлланă. Икĕ çул хушшинче Тăвай енре пурăнакансенчен икĕ проценчĕ кăна килĕшнĕ хăйсен пенси укçин суммине ÿстерме. Эппин пулас пенсионерсем ку закон пирки пурте пĕлмеççĕ. Ăнлантару вĕсем патне çитейменнинчен те килет ĕнтĕ ку.
–Пулас пенсионерсен йышне эпĕ те кĕретĕп ĕнтĕ, 48 çулта. Мĕн тумалла-ха манăн асăннă документа ырланисен йышне кĕрес тесен?
–Пенси фончĕн районти управленине пырса заявлени çырмалла. Закон тăрăх çулталăкри чи пĕчĕк тÿлев 2 пин тенкĕрен кая мар пулмалла. Кун пек чухне патшалăх та çав эквивалентах, урăхла каласан, тепĕр çавăн чухлĕ хывать сирĕн пулас пенсин пухăнса пыракан пайне. Калăпăр, эсир çулталăкра 12 пин тенкĕ хывнă взноса патшалăх тепĕр çавăн чухлĕ ÿстерет. Пенсин пухăнса пыракан пайне хăвăр ирĕкĕрпе хывнă тÿлев стажа ÿстермест, пулас пенси укçин суммине пысăклатма кăна пулăшать. Взнос суммине çын хăй палăртма е улăштарма пултарать.
–Икĕ çул çитет ку çĕнĕлĕх вăя кĕнĕренпе. Пенси укçин суммине ÿстерме кăмăллакансен йышĕ нумайланса пырать-и е чакать, Лилия Вениаминовна?
–Закона хăйсен ирĕкĕпе пурнăçлама килĕшнисен пенсийĕсене ÿстерме пулăшма патшалăх бюджетĕнчен 6 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă. Кăçалхи çу уйăхĕн 25-мĕш кунĕ тĕлне Раççейĕн пенси фончĕ 3,4 миллиард тенкине 2010 çулта укçа хывнисене пулăшма илнĕ. Асăннă суммăран патшалăхăн мар пенси фончĕсене – 1,5 миллиард тенкĕ, уйрăм управляющи компанисене 100 миллион тенкĕ, патшалăхăн управляющи компанине (Внешэкономбанк) 1,9 миллиард тенкĕ куçарнă. Пирĕн çĕр-шыври çынсен пенсийĕсене асăннă организацисенче йĕркелесе пыраççĕ. Пулас пенсионерсен харпăр хăй счечĕсем çине паянхи куна çитмелле патшалăх пулăшăвĕ. Укçа-тенкĕ чăнах пырса кĕнине вĕсем хăйсем тĕрĕслеме пултараççĕ. Эсир пĕрремĕш взнос куçарнă хыççăн вунă çул хушши кăна патшалăх сирĕн счет çине укçа-тенкĕ хывса тăма пултарать.
–Эппин пенси укçин суммине ÿстерме хутшăнассине вăраха ямалла мар?
–Çапла, мĕн чухлĕ иртерех шухăшлама пуçлатăн хăвăн пулас пенси пирки, çавăн чухлĕ ытларах пысăкланать унăн сумми.
–Мĕнле ÿсĕмри çынсен заявлени çырмалла? Тата укçа-тенке епле куçармалла?
–Ку закона Раççейре пурăнакан кашни гражданин ырласа йышăнма пултарать. Документпа килĕшÿллĕн çынсем суммăна пĕр хутчен тÿрех е çулталăк хушши кашни уйăхра тÿлеме пултараççĕ. Хăйсем ĕçлекен бухгалтери тата перекет банкĕ урлă куçарма май пур. Закона кăмăлланисенчен 60,5 проценчĕ хĕрарăмсем. Кăçал 1987 çулта çуралнисем те хушăннă пулас пенсине ÿстерме ĕмĕтленекенсен йышне. Пĕлтĕр вара 50 çулсенеллисем ытларах пулнă. Заявление 2013 çулхи юпа уйăхĕччен çырмалла. Патшалăх çулталăкра 2 пинрен пуçласа 12 пин тенкĕ таранччен кăна куçарма пултарать. Çак пулăшăвăн пĕтĕм суммине илес тесен, çынсен пенсин пухăнса пыракан пайне уйăхсерен 1 пин тенкĕ е тÿрех 12 пин тенкĕ хывмалла пулать. Енчен те взнос куçарса тăракан ăнсăртран пурнăçран уйрăлсан, пухăннă укçа-тенке тĕпкĕч "наследник" илет.
Кăçал сакăр уйăх хушшинче пулас пенси валли çынсем пурĕ 88,1 пин тенкĕлĕх взнос хывнă. Вĕсен 48 процентне – кредит учрежденийĕсем, 52 процентне ĕç паракансен бухгалтерисем урлă куçараççĕ. Кредит учрежденийĕсем урлă куçарасси начарланса пыни шухăшлаттарать. 2009 çулта – 278,1 пин тенкĕ, 2010 çулта 171,0 пин тенкĕ, 2011 çулта 44,5 пин тенкĕ пырса кĕнĕ.
–Ку укçа-тенкĕрен налук илеççĕ-и, Лилия Вениаминовна.
–Çук. Пачах урăхла. Эсир куçарнă взноса шута илсе сирĕнтен тытса юлнă налук сумминчен 13 процентне (260 тенкĕрен пуçласа 1560 тенкĕ Таран) тавăрса параççĕ (вычет).
–Ĕç паракансем хăйсен работникĕсен пулас пенсийĕсене йĕркелес енĕпе епле тимленине те пĕлесшĕн вулакансем?
–2009 çулта районти тăхăр организаци хăйсен работникĕсен ĕç укçийĕнчен тытса юлнă суммăна, 212,9 пин тенкĕ, 2010 çулта тăватă коллектив – 112,1 пин тенкĕ, 2011 çулта паянхи кунччен 45,9 пин тенкĕ куçарнă. Юлашкинчен тепĕр хут палăртса хăварас килет. Пулас пенси пирки халех шухăшламалла çынсен.
Тăвай енре пурăнакансем харпăр хăй ыйтăвĕсемпе Раççейри пенси фончĕн районти уйрăмне килме пултараççĕ. Эпир малтан Тăвай ялĕнчи вăрман хуçалăхĕ пулнă икĕ хутлă çуртра хапăлласа йышăнатпăр çынсене. 2–13–99 е ытти номерсемпе шăнкăравлама та пултаратăр.
–Лилия Вениаминовна, ыйтусем çине хуравлама килĕшнĕшĕн пысăк тав.
–Хăвăра тав.