Садиксенче ытларах ача
Районта 10 ача сачĕ, вĕсене 693 ача çÿрет. Тепĕр 170 ача черет кĕтет. Çывăх çулсенче ку ыйтăва татса пама шутлаççĕ.
Юлашки çулсенче садиксене ачасем ытларах çÿреме тытăннă. Шкул çулне çитмен ачасен 66,3 проценчĕ садиксенче воспитани илет. Тĕпрен юсанă хыççăн июнĕн 1-мĕшĕнче – Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун – Тушкилте 75 вырăнлă садик хута кайрĕ. Унта малтанлăха 50 ача çÿрерĕ, халĕ, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен, 20 ача валли тепĕр ушкăн уçнă.
Садиксем çителĕксĕрри уйрăмах район центрĕнче палăрать. Йывăрлăха сирес тĕллевпе, 1-мĕш ача садĕнче юсав хыççăн тепĕр 20 ача валли хушма вырăн тупнă.
Çакна та палăртса хăвармалла. Ачасем садиксене куллен çÿремеççĕ. Паллах, вĕсем чирлесси те, ашшĕ-амăшĕ отпуска каясси те пулать. Çавах та тепĕр чух ачисене сăлтавсăрах садике ямаççĕ. Ачасем çÿреслĕх Тăвайри, Тăрмăшри, Мучарти, Тушкилти, Çĕнĕ Пуянкассинчи садиксенче 69–77 процентпа танлашать пулсан, Йăнтăрчă садикĕнче вăл 33,2, Тĕмерте 54,2 проценчĕ кăна.
Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен ача сачĕсенче ĕçлекенсене хавхалантармалли фондран 14,7 процент хушса тÿлеме пуçлаççĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле воспитателĕн уйăхри вăтам ĕç укçи 7110 тенкĕрен кая мар пулмалла.