Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ача-пăча площадки уçăлнă

Тăвайри хăйтытăмлăх органĕсем ачасем физкультурăпа спорта юратса ÿсчĕр тесе тимлеççĕ. Нумаях пулмасть район центрĕнче тепĕр ача-пăча площадки уçăлнă. Физкультурăна юратакан, сывă пурнăç нормине пăхăнакан Э.Буинцев тăрăшнипе çум курăк ашкăракан лаптăкра футболла тата волейболла вылямалли вырăнсем туса хатĕрленĕ. Унти тавралăха малтан тасатса тирпейленĕ, хапхисене тунă тата ытти те. “Тăвайри кашни микрорайонтах пулмалла çавнашкал площадкăсем. Мини футбол ăмăртăвĕсем картишсен командисем хушшинче пуçласа çакăнта иртĕç”, – тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев площадкăна уçса. Ачасене В.Кузнецовпа В.Саперов спорт ветеранĕсем саламланă, сывлăхлă çитĕнме суннă. Юлашкинчен ачасем футболла выляса хăйсен маттурлăхне кăтартнă.



"Ял ĕçченĕ"
06 сентября 2011
00:00
Поделиться