Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Блоксем хурса пĕтерчĕç

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Тăвайри физкультурăпа спорт комплексне тунă çĕрте тĕп çуртăн никĕсĕ выртмалли блоксене хурса пĕтерчĕç. Çак кунсенчех никĕсе бетон “пиçиххипе” çирĕплетеççĕ.

Стройкăри ĕçсене халĕ В.Александров опытлă прораб йĕркелесе пырать. Вăл, проектри йăнăшсене асăрхасан, тÿрлеттерет. Çапла проектировщиксем никĕсĕн кăнтăр енчи стенинче хутса ăшăтмалли система пăрăхĕсене кĕртме шăтăксем тата алăк пăхса хăварман. Василий Анатольевич йăнăша тÿрех асăрхарĕ.

Ĕçре тепĕр чух чăрмавсем сиксе тухаççĕ, малтанхи тапхăрта материалпа, техникăпа вăхăтра тивĕçтерменни пулкаланă. Халĕ ĕçсем йĕркеленсе çитрĕç.

 



"Ял ĕçченĕ"
06 сентября 2011
00:00
Поделиться