Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Планерка иртнĕ

Тунти кунхи планеркăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев уçрĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çул-йĕр тата строительство пайĕн начальникне А.Алексеева хваттерсене харпăр хăй хутмалла тăвас ĕçсене çирĕп контрольте тытма сĕнчĕ Юрий Егорович.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕр-ремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке Тăвай енри ĕççипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса пĕтернĕ, ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçченĕсем халь çĕр улми анисем çине куçнă. Кĕрхи культурăсене акасси малалла пырать. Тунти кун тĕлне районти çĕр ĕçченĕсем пурĕ 1956 гектар акнă.

Вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт пайĕн начальникĕ В.Шакров 10 вăтам шкулта 1913 вĕренекен партăсем хушшине ларнине пĕлтернĕ. 490 ачана базăллă шкулсене автобуспа илсе çитереççĕ, уроксем хыççăн килĕсене леçеççĕ. Вĕренÿ çурчĕсенче пуринче те апатлантараççĕ, вĕсенче 6 ĕç вырăнĕ пур, музыкăпа тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем кирлĕ.

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче “Советская Чувашия” хаçат парнине çĕнсе илессишĕн пыракан çăмăл атлетсен эстафети иртет. Унта районти предприятисемпе учрежденисен командăсем тăратмалла, пурин те хутшăнмалла.



"Ял ĕçченĕ"
06 сентября 2011
00:00
Поделиться