Тепĕр хут тирпей-илем пирки
Иртнĕ канмалли кунсенче Вăрмар поселокĕн тĕп урамĕпе паллашма тÿр килчĕ. Çак районта çуралса ÿснĕрен маншăн чуна çывăх ку вырăнсем. Тавралăха тимлĕ сăнаса пытăм. Çÿп-çап, хут татăкĕ, пушă кĕленче курăнмарĕ. Эппин поселокра пурăнакансем тирпейлĕхе юратаççĕ. Тĕслĕ чечексен клумбисенчен вара куç илес килмест. Фонтан та ĕçлет вăрмарсен, пĕрхĕнсе тăракан шыв çынсен кăмăлне çĕклет. Çывăхрах çамрăксем, пĕчĕк ача кÿмиллĕ хĕрарăмсем уçăлса çÿреççĕ. Мĕншĕн çыртăм-ха ку йĕркесене?
Кÿршĕсенчен вĕренмелли çук мар-ха тăвайсен. Пирĕн те канмалли вырăнсем пур халь. Тăвайри культурăпа кану центрĕ умĕнче каçсерен хĕрсемпе каччăсем, çамрăк амăшĕсем çÿренине курма пулать. Шел пулин те, тавралăха варалама юраманни пирки ăнланса çитейместпĕр пулас. Иртнĕ канмалли кунсенче, акă, культурăпа кану центрĕн умне самаях çÿплесе хăварнă. Кĕленчесем, банан тата мандарин хупписем йăваланса выртаççĕ. Çывăхри ещĕксем те тулли марччĕ. Çавăн пекех ача-пăча паркĕнчи лару-тăрупа та паллашрăмăр. Кунта та çав ÿкерчĕкех.
Икĕ кун хушшинче тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа самаях вараласа хăварнă канакансем. Тулнă ещĕксемсĕр пуçне пушшисем те пурччĕ ĕнтĕ, инçе те каймалла мар.
Тăвайри ача-пăча паркĕнчи çула туса пĕтернĕ халь. Ун тăрăх савăнса утма, кÿмене чăрмавсăр тĕртсе çÿреме пулать. Çĕнĕ оборудованисем хăйсем патне йыхăраççĕ. Чуччусем икĕ-виçĕ тĕрлĕ, алă вăйне çирĕплетмелли турник, тăвайкки тата ытти те пур. Ертÿçĕсем çынсемшĕн тăрăшаççĕ пулсан, мĕншĕн пирĕн те культурăллă пулмалла мар. Ачасене урамри тасалăх пирки тепĕр хут ăнлантарсан аван. Мороженăй е канфет хутне утса пынă чухне ятарлă ещĕке пăрахма вĕрентесчĕ вĕсене. Хамăр культурăна вĕренсе çитеймерĕмĕр пулсан, çитĕнекен ăрăвăн ăс-тăнне ку енĕпе лайăхлатасчĕ хăть. Куллен тирпейлекен çĕрте мар, вараламан вырăнта кăна таса пулнине асра тытар пурте.