Ултă çемье хушăннă
Пирĕн йыша 6 çĕнĕ çемье хушăннă кĕр пуçламăшĕнче.
Леонид Михайловпа Кристина Матвеева (иккĕшĕ те Енĕш Нăрваш), Владислав Павловпа (Тăвай) Ирина Егорова (Тутарстан), Александр Петровпа (Çĕнĕ Пуянкасси) Екатерина Шерне (Чутей), Дмитрий Степановпа Анастасия Лисова (иккĕшĕ те Тăвай), Иван Лукинпа (Енĕш Нăрваш) Марина Лаврентьева (Тăрмăш), Леонид Даниловпа (Çĕнĕ Пуянкасси) Анастасия Орешкина (Шупашкар) мăшăрланнă. Вĕсем савăнăçлă лару-тăрура çырăннă. Туй кунĕ ячĕпе мăшăрсене тăванĕсем, юлташĕсем, пĕлĕшĕсем саламланă.
Телейлĕ, юратуллă пулма, çирĕп çемье йĕркелеме суннă.
"Ял ĕçченĕ"