Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Законсене пурнăçлама йышăнаççĕ

Район прокуратурипе ВОИн районти организацийĕ инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтермелли законсем мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслерĕç. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарма эпир район прокурорĕн помощникне Е.Ю.Максимова ыйтрăмăр.

 

Евгений Юрьевич, Раççей патшалăхĕ инвалидсен прависем тĕлĕшпе Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн (ПНО) Конвенцине ратификацилес ĕçе çулран-çул хăварса пырать. Влаçра тăракансен пĕр хурав: “Ратификацилеме хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ...”. Çав ĕçсем мĕн вăхăта тăсăласси паллă мар. Хатĕрленÿ шучĕпе кÿмепе çÿрекен инвалидсене социаллă объектсене чăрмавсăр кĕрсе тухма майсем туса парассипе патшалăх программи йышăнчĕç. Пирĕн условисенче пурнăçа кĕрсе пырать-и çав программа? Вăл ПНО конвенцине йышăнмалли тĕп никĕсрен пĕри пулса тăрать вĕт-ха.

–Çав тери йывăрпа. Инвалидсене социаллă объектсене – больницăна, магазинсене, культурăпа вĕренÿ, спорт, çыхăну тата ытти учрежденисене чăрмавсăр кĕрсе тухмалли майсем туса парасси çине ертÿçĕсем пÿрне витĕр пăхаççĕ. Чылай çĕрте пандуссене çăвар хуппишĕн тăваççĕ, вĕсен çумне карлăксем çирĕплетмеççĕ. Пандус икĕ енĕпе те карлăксем тумасан, инвалид карлăксенчен тытмасăр кÿмепе епле алăк патне çиттĕр-ха? Çитсен те, хăш-пĕр çĕрте алăксем ансăр, вĕсенчен кÿмепе кĕме çук. Çак çитменлĕхсене район центрĕнче кашни утăмрах курма пулать. Пĕрлехи тĕрĕслев хыççăн прокуратура Енĕш Нăрвашри тулли мар яваплăхлă “Березка” обществăна, В.В.Филиппов предпринимателе, Тăрмăшри “Уют” тата “Рябина” магазинсене, Йăнтăрчăри “Аленка” ОООна – пурĕ пилĕк коллективпа предпринимателе кÿмеллĕ инвалидсене чăрмавсăр хутлăх туса памалли закона пăхăнманшăн предписани пачĕ.

Инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси шутне çавăн пекех вĕсене санаторисемпе курортсене сывлăха сиплемелли путевкăсемпе, социаллă пакет шутĕнчи ытти услугăсемпе, реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тивĕçтересси кĕреççĕ. Ку енĕпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем е ырă улшăнусем пур-и?

–Иртнĕ çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче РФ Правительствин 2418-р номерлĕ Хушăвĕпе РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви инвалидсемпе ветерансен хăш-пĕр категорийĕсене социаллă хÿтлĕх парассипе çыхăннă хăйĕн хăш-пĕр тивĕçĕсене ЧР Министрсен Кабинетне парас пирки килĕшÿ тунă. Калăпăр, медицина кăтартăвĕсем тăрăх сывлăха санаторисемпе курортсенче сиплеме чăрмавсем çук пулсан, путевкăсемпе тата сипленÿ вырăнне хула тулашĕнчи транспорт хатĕрĕпе (автобус, чукун çул, юхан шыв транспорчĕ) тÿлевсĕр кайса килмелли талонпа тивĕçтереççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнчи 48-мĕш постановленийĕпе “Инвалидсене реабилитацин техника хатĕрĕсемпе (протезпа ортопеди хатĕрĕсемсĕр, протезсемсĕр, итлемелли аппаратсемсĕр, организмăн каяшсене кăларакан функцийĕ пăсăлсан кирлĕ пулакан реабилитаци хатĕрĕсемсĕр пуçне) тивĕçтермелли йĕркене” çирĕплетрĕ, унăн 1-мĕш пайĕн 1.2 пункчĕпе килĕшÿллĕн реабилитацин техника хатĕрĕсемпе ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тивĕçтерет. Реабилитаци хатĕрĕсене илес текен инвалидăн районти социаллă тивĕçтерÿ центрне тивĕçлĕ документсемпе учета тăмалла (центр Ленин проспектĕнчи 22-мĕш çуртăн 1-мĕш хутĕнче вырнаçнă).

Тĕрĕслев вăхăтĕнче инвалидсене реабилитацин хăш-пĕр хатĕрĕсемпе вăхăтра тивĕçтермен тĕслĕхсем палăрчĕç. 7 ача-инвалида 2011 çулхи январь-март уйăхĕсенче памперссем уйăрса паман. Законодательствăна пăснă тĕслĕхсене сирсе ярас тĕллевпе прокуратура суда 8 тавăç тăратрĕ. Вĕсенчен хальлĕхе тăваттăшне тивĕçтернĕ, ыттисене те çывăх вăхăтрах пăхса тухĕç.

Законсене пурнăçлама йышăнаççĕ, кунта тĕрлĕ сăлтав шыраса пăркаланма кирлĕ мар.

Тавтапуç калаçушăн.



"Ял ĕçченĕ"
06 сентября 2011
00:00
Поделиться