Чечексен çĕр-шывĕнче
Ялсенче пурăнакансене тĕрлĕ чечек лартса ÿстерес енĕпе хавхалантарас тĕллевпе районти тĕп библиотекăра тăрăшакансем çулленех ятарлă уяв ирттереççĕ. Кăçал вăл авăн уйăхĕн саккăрмĕшĕнче пулчĕ.
Чечексемсĕр пĕр уяв та иртмест. Вĕсемпе садсене, канмалли парксене, урамсене, пÿлĕмсене илемлетеççĕ. Кашни чечекĕн хăйĕн асамĕ, историйĕ. Вĕсем пирки тĕплĕн каласа пачĕç библиотека ĕçченĕсем. Халапсем, тупмалли юмахсем, каларăшсем, викторина, чечек çыххисен конкурсĕ пулчĕç уявра. Кĕркунне парнисене вăрман уçланкинчи пек вырнаçтарса тухма мĕн чухлĕ фантази кирлĕ пулнă-ши библиотекарьсене(
Юмах тĕнчине лекнĕн туятăн хăвна чечексен уявĕнче. “Сад техĕмĕ” ятлă кĕнекесен выставкипе те паллашма май пулчĕ унта. Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем викторинăна активлă хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсем асăнмалăх парнеллĕ пулчĕç. Тăвайри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем В.Абржина, Э.Иванова, В.Шакртов тĕрлĕ юрăсен попуррийĕпе паллаштарчĕç.
“Чечексенчен илемлĕреххи, кăмăллăраххи çук пулĕ. Юратакан, хисеплекен çынна чечек çыххи парнелеççĕ. Çак чиперккесем пире ырă чунлă, шанăçлă çын пулма хăнăхтараççĕ. Уява килнисене пурне те тав. Çакăн хыççăн эсир чечексене тата ытларах юратма пуçласса шанатпăр”, – терĕç уява ертсе пынă Л.Даниловапа И. Дмитриева библиотекарьсем.