Юхтарса çăвакан çумăр та чăрмав мар
Иртнĕ эрне вĕçĕ спорт ăмăртăвĕсенчен пуян пулчĕ, уйрăмах – шăмат кун. Сентябрĕн 10-мĕшĕнче “Советская Чувашия” хаçат парнисемшĕн тата икĕ хут Совет Союзĕн Геройне, СССР летчик-космонавтне А.Г.Николаева асра тытса çăмăл атлетсен республикăри 73-мĕш эстафетин районти тапхăрĕ иртрĕ. Эрне кунах пуçланнă çумăр та чăрмав пулмарĕ спортра хастар кăмăллисемшĕн. Районти пур вăтам шкул та, кашни ял тăрăхĕ, вĕрентекенсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, ĕç ветеранĕсем, спорт çемйисем – пĕтĕмпе 51 командăран 300 ытла спортсмен хутшăнчĕç ăмăртусене. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев саламларĕ, çитĕнÿсем сунчĕ.
Пирваях спорт çемйисем старт илчĕç. Виççĕн пулчĕç вĕсем: иртнĕ çулхи ăмăртусен çĕнтерÿçисем – Вăрманхĕрринчи Сормовсем, Çĕнĕ Пуянкассинчи Кирилловсем тата Енĕш Нăрвашри Васильевсем. Çемье пуçĕсен эстафетине паллă спортсмен Сергей Кириллов выляса илчĕ пулин те, мăшăрсен тупăшăвĕнче Алина Петровна Сормова хăйĕн аслăрах ĕçтешĕнчен Эльвира Николаевна Кирилловаран иртсе кайрĕ. Вĕсен хĕрачи 2-мĕш класра вĕренекен Ксюша финиша пĕрремĕш çитрĕ. Çапла вара мала тухнисен пьедесталĕ çинчи 1-мĕш картлашки çине, иртнĕ çулхи пекех, Сормовсен çемйи çĕкленчĕ. Кирилловсем 2-мĕш, Васильевсем 3-мĕш пулчĕç.
Вăтам шкулсенчи 9-мĕш класран аслă мар ÿсĕмри ачасем хушшинче çав тери çивĕч тупăшу пычĕ. Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен Александр Филиппов эстафета коридорне 1-мĕш çитрĕ. Унтан йăнтăрчăсем, нăрвашсем хĕсме тытăнчĕç. Çавах та, хăш-пĕр тапхăрсенче лидер патаккине вĕçертрĕç пулин те, тăвайсем финиша çĕнтерÿпе çитрĕç. Йăнтăрчăсем 2-мĕш, нăрвашсем 3-мĕш вырăнсене юлчĕç.
10–11 классенчи çамрăксем хушшинчи тапхăрсенчи çĕнтерÿçĕсем ылмашăнса пычĕç. Элпуçсем те, тĕмерсем пулчĕç вĕсем хушшинче. Çавах та ушкăнра тушкилсем çĕнтерчĕç, тĕмерсем 2-мĕш, тăвайсем 3-мĕш картлашкасем çине тăчĕç.
Ветерансен командисем хушшинче элпуçсем маххă памарĕç. Татьяна Николаевнапа Юрий Яковлевич Терентьевсем (арăмĕпе упăшки) тата Нÿшкассинчи Елена Андреевна Фомина харпăр хăйĕнчен никама та ирттермерĕç. 2-мĕш вырăн Тăвай ялĕнчи Алевтина Михайловнапа Анатолий Алексеевич Алексеевсем (арăмĕпе упăшки) тата Галина Матвеевна Маковей (вĕсем те Элпуç тăрăхĕнчех çуралса ÿснĕ) йышăнчĕç. Енĕш Нăрвашри Петровсен çемйи – Таисия Ивановнапа Владимир Васильевич – тата Галина Валерьяновна Гаврилова 3-мĕш пулчĕç.
Шкулсенче ĕçлекенсем хушшинче Çĕнĕ Пуянкасси шкулне çитекен пулмарĕ. Арина Николаевна Игнатьева коридора пĕрремĕш пырса кĕрсе эстафетăна С.Кириллова пачĕ. Валентина Семенова техслужащи, Павел Романов физрук тата Венера Гордеева повар командăна финиша пĕрремĕш илсе çитерчĕç. Мучарсем 2-мĕш вырăнта пыратчĕç, анчах Марина Геннадьевна Сорокина физрук Тăвай шкулĕнче ĕçлекенсене 2-мĕш вырăна туртса кăларчĕ. Тепĕртак чупмалла пулсан, вăл пуянкассене те тытма пултаратчĕ. Мучарсем 3-мĕш вырăна юлчĕç.
Предприятисемпе организацисен хушшинче Борис Левкеевич Алексеев хресчен фермер хуçалăхĕн команди çĕнтерчĕ. Команда чысне Аня Пугановапа Алена Герасимова, Андрей Шатунов, Анатолийпе Алексей Алексеевсем хÿтĕлерĕç. “Дорстрой” команди 2-мĕш, Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн хушма офисĕ 3-мĕш вырăнсене тухрĕç. Ку ушкăнра старт умĕн кăштах пăтăрмах пулса илчĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсем командăшăн шкул ачисене чуптарчĕç. Положени туса хатĕрленĕ чухне çакна шута илменнипе пулса тухнă ку йăнăш. Малашне шкулта вĕренекенсене ял тăрăхĕн командин йышне кĕртмелле мар.
Ял тăрăхĕсен командисем 3 арçынпа 2 хĕрарăмран тăраççĕ. Педколледжра вĕренекен Димитрий Иванов (Çĕнĕ Пуянкасси) 1-мĕш тапхăра пĕрремĕш вĕçлерĕ, анчах пуянкассисем малаллахи тапхăрсенче анса ларчĕç те малтисен йышне кĕреймерĕç. Ушкăнра вара йăнтăрчăсем çĕнтерчĕç. Тушкилсен 2-мĕш, чутейсен 3-мĕш вырăнсем.
Район администрацийĕ хăех 10 команда таран (икшер арçынпа икшер хĕрарăм) тăратма пултарчĕ. Ертсе пыракан аппаратăн команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Уншăн администраци пуçлăхĕ хăй те чупрĕ, Юрий Егорович хăйĕн тапхăрĕнче эстафета коридорне пĕрремĕш çитрĕ. Пуçлăх умĕнче В.Новикова (ЗАГС), О.Ломоносов (организаципе контроль тата информаци тивĕçтерĕвĕ) ята ямарĕç. Информатизаципе юридици секторĕсен команди 2-мĕш, вĕрентÿ, çамрăксен политики тата спорт пайĕ 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Мала тухнисене пурне те дипломсемпе парнесем парса хавхалантарнă. Спонсорсем пулса район администрацийĕ, “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕ, ача-пăча фончĕ пулăшнă. “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ вăтам шкулсен ушкăнĕнче çĕнтернĕ тушкилсене, çемьесен эстафетинче палăрнă Сормовсене тата мала тухнă ветерансен командине грамотăсем парса хавхалантарнă. Вĕсене район хаçатне тÿлевсĕр çырăнса параççĕ.
Çанталăк условийĕсене пăхмасăр ăмăртусем çивĕч, çÿллĕ шайра иртнине палăртмалла, Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев ăмăртăва хутшăнакансене, куракансене пурне те спортпа, сывă пурнăç йĕркипе туслă пулнăшăн тав турĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунчĕ.