Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чыс та мухтав аслă ăрăва

Çак ытлари кун ветерансен районти канашĕпе “Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕ” тулли мар яваплăхлă обществăн районти уйрăмĕн канашĕн пĕрлехи ларăвĕ пулнă. Унта “Чыс та мухтав аслă ăрăва” уйăхлăх районта епле ертсе пынине тишкернĕ. Пухăннисем “Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕ” тулли мар яваплăхлă обществăн районти уйрăмĕн председателĕ А.М.Алексеева тунă докладпа паллашнă. Çак ыйтупах ветерансен районти канашĕн председателĕ Р.А.Гурина, Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Л.В. Яковлева, райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Л.Н.Васильева тухса калаçнă.

Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев хутшăннă, ветерансене районăн ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăхри тĕллевсем çинчен каласа кăтартнă.

Тĕл пулу хыççăн участниксене “Акконд-агро фирма” обществăн сĕт комплексне экскурсие илсе кайнă. Нумай интересли, çĕнни курнă вĕсем цехсенче, савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тухнă комплекс территорийĕнчен. Вĕсем района ертсе пыракансене çавăн пек усăллă мероприяти йĕркелеме пулăшнăшăн тав тăваççĕ, малашне те пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса, тухăçлă ĕçлессе шанаççĕ.



"Ял ĕçченĕ"
16 сентября 2011
00:00
Поделиться