Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кĕрхи сунар уçăлать

Тăван тавралăх кĕр енне сулăнсах пырать. Кĕçех вĕçен кайăксем те ушкăнăн-ушкăнăн кăнтăр еннелле вĕçсе кайма тытăнĕç. Хăш-пĕр кайăксем çула тухнă та ĕнтĕ. Кăçал шăпах çак вăхăтсенче карсак мулкачсене, тилĕсене тытма ирĕк параççĕ. Федераллă закона пăхăнса тата ăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пирĕн республикăра та кĕрхи сунар уçас пирки тата уйрăм йышши чĕр чунсемпе вĕçен кайăксене тытма чарасси çинчен хушу кăларнă. Ку тĕлĕшпе сунарçăсемпе пулăçсен районсем хушшинчи “Канашское” общество сунар хуçалăхĕсенче "Канашри пĕрремĕшпе иккĕмĕш тата Тăвайри сунар хуçалăхĕсенче" кĕрхи сунар уçас пирки хушу тунă. Унпа килĕшÿллĕн карсак мулкачсене, ондатрăсене сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа тытма ирĕк параççĕ. Тăсăлать ку сунар кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕччен. Тилĕсене сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2012 çулхи февралĕн 29-мĕшĕччен тытма юрать. Çавăн пекех хир чăххисене те тытма ирĕк панă – ку вăл августăн 27-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен. Хăнтăрсене, енот йытăсене кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2012 çулхи февралĕн 29-мĕшĕччен тытма юрать. Сăсарсене, пакшасене, пăсарасене 2011 çулхи октябрь çурринчен пуçласа 2012 çулхи февраль вĕçленичченех тытма чармаççĕ. Хир сыснисене, пăшисене ноябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрь вĕçĕччен тытма ирĕк панă. Паллах, хир сыснисене, пăшисене ятарлă лицензипе кăна тытмалла.

Пурăшсене, ăсансене, карăксене, пăчăрсене тытма чарнă.

Сунарçăсен ухатана тухиччен маларах харпăр хăйĕн докуменчĕсене – сунар билетне, пăшалпа çÿреме ирĕк панине йĕркене кĕртмелле. Ун хыççăн Канашри районсем хушшинчи обществăра тÿлевлĕ путевка çыртарса илмелле (Янтиковское шоссе, 1 çурт, 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен). Путевкăсăр сунар хуçалăхне пăшал çакса тухма юрамасть. Сунар йĕркине пăснă çынсене тупса палăртсан, вĕсене административлă йĕркепе явап тыттараççĕ. Сунар вăхăчĕ лайăх иртесси тата сунар йĕркине пурнăçласа пырасси пĕтĕмпех сунарçăран хăйĕнчен килет.



"Ял ĕçченĕ"
16 сентября 2011
00:00
Поделиться