Хавхалану хумĕ çинче
Иртнĕ шăмат кун район кубокĕн финалĕ пулчĕ. “Дорстройпа” Пуянкасси командисем тĕл пулчĕç. “Дорстрой” футболисчĕсем пирки каласа пама кирлĕ мар. Иртнĕ çулхи чемпион (çавна май ăна пĕр вылямасăрах финала кăларнă. Тепĕр енчен ку, тен, тăвайсемшĕн начар та. Чемпионат вĕçленнĕренпе, вăрахах мар пулсан та, тăхтав пулнă), кăçалхи чемпионатра пуринчен те нумай мечĕк тапса кĕртнĕ (52), вĕсен чи лайăх разность (+28). Чемпионат положенийĕпе кăна вĕсем 2-мĕш вырăна тăрса юлаççĕ.
Пуянкассинче вара футбол тĕлкĕшетчĕ кăна. Çимĕк кунĕ çуллен тата асса-тĕссе пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртусем ирткелетчĕç. Çав вăхăтрах район командишĕн вылякансем те пурччĕ (С.Кириллов, В.Ефимов тата ыттисем). Кăçал вара пуянкассисем район чемпионатне вăрах тăхтав хыççăн пуçласа хутшăнчĕç. Çав тери ăнăçлă теме çук, анчах лидерсене те пысăк шутпах выляса ямарĕç. Кубок вăййинче вара çĕнтерÿ тутине туйса илчĕç. Чăн та, вратарь пулăшăвĕсĕр мар. Пуянкассисен вратарĕ пенальтисен серийĕнче нăрвашсенне 2 мечĕкне тытса чарчĕ. Команда чемпиона хирĕç вăйлатнă йышпа тухрĕ, тăрмăшсене 3:1 шутпа парăнтарчĕ.
Тăвайсене вара хальхи финалта пачах выляма памарĕç. Ытти командăсене хирĕç вăйлă вылякана, финтсен ăстине Р.Павлова та, А.Краснов бомбардира та, чи лайăх футболист тесе йышăннă Н.Матвеевпа, А.Иванов тапăнакана та Пуянкасси хÿтĕлекенĕсем хăйсенчен ирттермерĕç. Тĕп хÿтĕлекен Гера Петров, Максим Романов, Саша Александров, Дима Иванов, Женя Ильин хÿтĕлекенсем, вратарь хăрушлăх сиксе тухсанах ăна çийĕнчех сирме тăрăшрĕç. Дима Ильин çурма хÿтĕлекен линирен хÿтĕленекенсемпе тапăнакансене пулăшма та ĕлкĕрчĕ. 15 минут вылянă хыççăн 12-мĕш номерпе вылякан хăйне панă мечĕке “хураллакансăр” юлнă Дима Гущин патне ирттерсе ячĕ. Лешĕ ăна çийĕнчех хапхана ăсатрĕ. 12-мĕш номерех 2-мĕшпе 4-мĕш мечĕксен авторĕ пулса тăчĕ. 3-мĕшне Сергей Гордеев тапса кĕртрĕ. Вăйă вĕçленесси 5 минут ытларах юлсан, тăвайсем пенальтирен 1 мечĕкне тавăрчĕç, анчах унтан ытла пултараймарĕç. Çапла вара Пуянкасси команди ыттисем шутламан çĕртен район кубокне çĕнсе илчĕ. Футбола юратакансем хушшинче çав каç пĕтĕм калаçу та çак асăннă вăйă пирки пычĕ. Пуянкассисем ялти стадионта чашлама пĕçерсе çирĕç, ветерансем çамрăксене футбола унчченхи шая çĕклеме сунчĕç.