Кĕрхи ярмăркка пулать
Октябрĕн (юпа) 1-мĕшĕнче Тăвайри культура çурчĕ çывăхĕнче йăлана кĕнĕ кĕрхи ярмăркка пулать. Ăна йĕркелесе ирттерсе яма комисси туса хунă.
Улма-çырла паракан йывăçсемпе тĕмсен, ял хуçалăх продукцийĕсен, пахча çимĕçсен куравне, суту-илĕвне йĕркелеççĕ.
“Тăвайри кооператив” потребобщество, уйрăм предпринимательсем хăйсен таварĕсемпе савăнтарĕç çынсене.
“Кĕрхи йăпанăç” музыкăпа театрализациленĕ постановкăпа паллашма пултарĕç пухăннисем.
Ял хуçалăх, хресчен фермер хуçалăх коллективĕсем, ял тăрăхĕсем те ырă тĕслĕх кăтартĕç ярмăрккара. Çĕр ĕçченĕсем хăйсем туса илнĕ продукцие сĕнĕç. Пирĕн ялсенче пурăнакансем ал ĕç тума та юратаççĕ, пахча çимĕç ĕрчетме те маттур. “Кĕр парнисем” куравра хăйсен пултарулăхне ыттисене кăтартма пултарĕç ăста алăллисем.
Юпа уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче пурне те кĕрхи ярмăрккана йыхравлатпăр. Ирхине 11 сехетре пуçланать. Эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ те пулать.