Пурте – старта!
Сентябрĕн 25-мĕшĕнче Тăвайри спорт комплексĕнче “Наци кросĕ–2011” Пĕтĕм Раççейри чупу кунне халалланă районти ăмăртусем пулаççĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен чару çук пур çын та хутшăнма пултарать кроса. 17 çултан аслă мар çамрăксен ăмăртусене хутшăнма врач ирĕк пани обязательнăй йĕркепе кирлĕ. Ыттисен, врач ирĕк пани пулмасан, харпăр сывлăхĕшĕн хăй яваплă пулнине заявкăра алă пусса çирĕплетмелле.
Ăмăртусен дистанцийĕсем:
Мандат комиссийĕ ирхине 8 сехетрен пуçласа 11 сехетчен ĕçлет, ăмăртусем 11 сехет те 45 минутра пуçланаççĕ. Участниксен çумра паспорт е çуралнине ĕнентерекен хут, обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ, 17 çултан аслă мар çамрăксен врач ирĕк пани пулмалла.