«Пурăнмалли çурт-йĕр» операции
Унăн тĕп тĕллевĕ – халăха пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăсни мĕн патне илсе çитерме пултарнине ăнлантарса парасси, аса илтересси.
Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна республика территорийĕнче 833 пушар тухнă, пурлăх тĕлĕшĕнчен 33 миллион тенкĕлĕх шар курнă. Вут-çулăмра 77 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, çав шутра 3 ача вилнĕ, 75 çын сусăрланнă.
Юлашки вăхăтра вут-çулăмпа асăрхануллă пулманнипе, электрооборудовани, хутса ăшăтмалли кăмакасем юсавсăр пулнипе тата вĕсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе час-часах вут-кăвар тухнине палăртмалла.
Республикăра та, районта та пушарсем ытларах пурăнмалли секторта пулаççĕ. Çакна шута илсе, пушартан сыхланассипе профилактикăна вăйлатас тĕлĕшпе “Пурăнмалли çурт-йĕр – 2011” операцин иккĕмĕш тапхăрĕ хутса ăшăтмалли сезон вăхăтĕнче – сентябрь-декабрь уйăхĕсенче иртет. Çак тапхăрта ятарлă комисси членĕсем ялсем тăрăх килрен-киле çÿреççĕ, кил хуçалăхсенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ, çитменлĕхсене кăтартса параççĕ, вĕсене пĕтерме хушаççĕ. Енчен те “Пурăнмалли çурт-йĕр – 2011” операцин пĕрремĕш тапхăрĕнче, çуркунне, çитменлĕхсене пĕтерме хушса, кăтартса хăварнă хыççăн çитменлĕхсене пĕтермен пулсан, кил хуçисене административлă майпа явап тыттарма пултараççĕ. Граждансем, вут-çулăмпа асăрхануллă пулăр, хăвăр кил хуçалăхри çитменлĕхсем пирки хăвăртан лайăх никам та пĕлмест, паянхи кун тумалли япаласене ырана ан хăварăр, инкек куçа курăнса килменнине асрах тытăр.
"Ял ĕçченĕ"