Пирус изделийĕсене рекламăлама пăрахмалла
Арçынсенчен ытларахăшĕ пируса 18 çула çитиччен туртма пуçланă. Хăш-пĕрисем вара пĕрремĕш хут 10 çултах çăтса курнă иккен наркăмăшлă сĕрĕме. Кунта пирус промышленноçĕнче ĕçлекенсем хăйсен изделийĕсене тăтăшах рекламăлани те витĕм кÿрет, паллах. “Çын мĕн чухлĕ иртерех туртма пуçлать, пирус сĕрĕмлекенсен йышĕ çавăн чухлĕ ытларах ÿсет”,– тесе шухăшлаççĕ хăйсен изделийĕсене илме сĕнекенсем. Пирус промышленноçĕ реклама валли темиçе миллиард доллар тăкаклать. Вĕсем хаçат-журналсемпе, Интернетпа кăна çырлахмаççĕ. Спорт тата илĕртÿллĕ мероприятисене ирттерме пулăшаççĕ пирус компанийĕсем, туртма хавхалантаракан пичет продукцийĕсене тÿлевсĕр сараççĕ тата ытти майпа туртма илĕртеççĕ.
Тĕнчери çамрăксен (10-20 çулхисем) 80 проценчĕ аталанакан çĕр-шывсенче пурăнать. Çавăнпа асăннă рекламăна çав регионсенче ытларах курма пулать. Пилĕк çамрăкран тăваттăшĕ пирус туртма сĕннипе паллашни пирки палăртаççĕ хаçат-журналсенче. Компанисем хĕрсемпе хĕрарăмсене те хăйсен серепине çаклатмалли май тупнă, ятарлă пируссем кăларма пуçланă вĕсем валли. Малашне те асăннă ыйту çине пÿрне витĕр пăхатпăр пулсан, çак çĕр çуллăхра пĕр миллиард çын пурнăçĕ татăлма пултарать. Çавăнпа вăраха ямасăр пирус изделийĕсене рекламăлама чармалла, компанисем тăтăшах спонсорла пулăшу парассине пÿлмелле.
"Ял ĕçченĕ"