Наркотикла япаласем сиен кÿреççĕ
Наркотикла япаласем сывлăха пысăк сиен кÿни пирки тăтăшах калаçатпăр. Телерадиопередачăсенче, хаçат-журналсенче те хускатаççĕ ку темăна. Апла пулин те наркомани чирĕ тĕнчере сарăлсах пырать.
Енчен те хĕрарăм çие юличчен марихуана туртнă пулсан, унăн ачи рак чирĕллĕ çуралать. Наркотикла япалапа ашкăннă амăшĕн те ракăн тĕрлĕ форми аталанасси куçкĕрет. Каннабис вара арçынсен сперматозоичĕсен структурине начарлатать, хĕрарăмсен уйăх хушши пулассине йĕркерен кăларать тата ытти те. Наркотикла япаласем çын организмĕнчен 15 çултан тин тухса пĕтме пултараççĕ усă курма пăрахнă хыççăн.
Наркотик юнпа пĕрле пур орган патне те хăвăрт çитет. Клеткăна вара унăн мембрани витĕр кĕрет. Çакăн хыççăн вĕсенче япаласен улшăнăвĕ пăсăлать, клеткăсем вилме пуçлаççĕ. Çапла çын организмĕ клеткăсенчен тăнине шута илсен, наркотикла япаласем пирĕншĕн еплерех хăрушă тăшман пулнине ăнлантăр пулĕ. Асăннă наркăмăшсем çыннăн иммунитетне те пĕтĕмпех пĕтереççĕ. Наркоман ытти чирсене хирĕç кĕрешейми пулать çапла. Çак ушкăнрисем хушшинче СПИД чирĕ хăвăрт сарăлать.
Çавăнпа наркотикла япаласемпе усă куриччен лайăх шухăшласа пăхăр. Самантлăха ырă курассишĕн хăвăр пурнăçăр илемне ан пĕтерĕр.
"Ял ĕçченĕ"