Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен

Наркотиксене хирĕç кĕрешекен районти комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта право ĕçченĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Лару ĕçне комисси председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.Васильев ертсе пынă.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа – район территорийĕнче “Мăкăнь” оперативлă профилактика операцийĕн итогĕсемпе – полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Б.С.Борисов паллаштарнă. Вăл наркотиксем тăвас тĕллевпе пахчасенче ятарласа ÿсен тăран çитĕнтернине тĕрĕсленине, тупса палăртнă фактсем тăрăх мĕнле мерăсем йышăнни çинчен чарăнса тăнă. Саккунсăр майпа наркотикла хатĕрсемпе усă курассине сирсе ярас тĕлĕшпе Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнчи профилактика субъекчĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленине палăртнă вăл.
Çĕнĕ Пуянкасси тата Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Н.С.Васильевпа В.В.Петров наркомание хирĕç кĕрешессипе тата халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарассипе мĕнле ĕçлени пирки чарăнса тăнă.
Диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ В.И.Белова районти шкулсен вунпĕрмĕш класĕсенче вĕренекенсем хушшинче наркотикла хатĕрсемпе усă курнипе курманнине пĕлес тĕллевпе тест ыйтăвĕсем çине ирĕклĕн хуравлассине ирттерессине йĕркелеме пăхни çинчен каласа панă.
Пăхса тухнă ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăну тунă.


"Ял ĕçченĕ"
08 ноября 2011
00:00
Поделиться