Кам-ха вăл Архангел Михаил?
Архангел Михаил ячĕллĕ Тăвайри чиркÿ настоятелĕ НИКОЛАЙ иерей. |
Ноябрĕн 21-мĕшĕнче – Архан уявĕ, Архангел Михаила чысламалли кун.
Çавах та пирĕнтен нумайăшĕ Архангел Михаил кам пулнине, пире камран тата мĕнрен хÿтĕленине пĕлмест. Ăна архистратиг та, теççĕ. Урăхла каласан, Туррăн шанчăклă ангелĕсен çар пуçĕ, усала çĕнтерекен, тĕрĕслĕхшĕн çапăçакан воинсен хутне кĕрекен. Архангел Михаил явăла, чыса çухатнă чунсене Тÿперен хăваласа антарса янă. Ăна çĕр чĕтренессинчен, шыва каяссинчен, вут-çулăмпа хĕçрен, кăлăх вилĕмрен, усал ĕçрен, йăпăлти тăшманран хÿтĕлеме ыйтса пуç çапнă. Ăна куллен кĕл тăваканăн чунне тамăк та йышăнмасть. Архангел Михаил ноябрĕн 21-мĕшĕнче хăйĕн çунаттисене виçĕ хутчен тамăка антарса çылăха пула унта лекнĕ çынсен чунĕсене унран хăтарать. Пирĕн, чĕррисен, çылăхлă чунсене тамăкран çăлассишĕн куллен кĕлĕ тумалла. Сире Тăвайри Архангел Михаил чиркĕвне уява чĕнетпĕр. |
"Ял ĕçченĕ"