Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пурнăçран юлмаççĕ

Районта “Чыс та мухтав аслă ăру çыннисене” уйăхлăх иртрĕ. “Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕ” обществăлла организацин районти уйрăмĕн канашĕ район администрацийĕпе, Пенси фончĕн районти управленийĕпе тата ветерансен канашĕпе пĕрле уйăхлăх вăхăтĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕç.

Ветерансен активĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев тĕл пулса калаçрĕ. Пенсионерсен ушкăнĕ Раифски мăнастирте тата Хусанта экскурсире пулчĕ, организацин вырăнти уйрăмĕсен тата ветерансен канашĕсен председателĕсене “Акконд–агро фирма” акционерсен обществин выльăх-чĕрлĕх комплексне илсе кайса кăтартнă.

Пенсионерсемпе ветерансем спорт ăмăртăвĕсемпе ытти массăллă мероприятисенчен те юлмаççĕ. Çапла ветерансем икĕ хут Совет Союзĕн Геройне Андриян Николаев космонавта асра тытса тата “Советская Чувашия” хаçат парнисемшĕн ирттернĕ эстафетăна, наци кросне хутшăнчĕç. Элпуç, Тăвай, Енĕш Нăрваш, Тушкил ял тăрăхĕсенчи пенсионерсем уйрăмах хастар пулчĕç. Районти пултарулăхпа кану центрĕнче “Атьăр-ха, асаннесем!” конкурсра тупăшрăмăр.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче пенсионерсемпе ветерансене район администрацийĕн пуçлăхĕн тата ветерансен канашĕн председателĕн Ватăсен кунĕ ячĕпе саламласа çырнă открыткисене илме кăмăллă пулчĕ. Пенсионерсен пĕрлĕхĕнче тăракансене юбилей датисемпе саламласси пирĕн уйрăмра йăлана кĕнĕ. Пур ялта та Ватăсен кунне халалласа уявсем ирттернĕ, районти уява вара ялсенчен 200 пенсионера явăçтарнă. Чи харсăррисене район администрацийĕпе ветерансен районти канашĕн грамотисемпе хавхалантарнă.

Пенсионерсен пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмĕсен председателĕсем республикăри уява хутшăнчĕç, М.Игнатьев Президентпа тĕл пулчĕç. Делегаци савăнăçлă лару хыççăн “АККОНД” кондитер фабрикинче пулса унти производствăпа паллашнă.

Электрон техникин ĕмĕрĕнче компьютерпа усă курма пĕлни пурне те кирлĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче пенсионерсене компьютерпа усă курма вĕренмелли занятисем йĕркеленĕ.

Уйăхлăх вăхăтĕнче хамăр союза çĕнĕрен 33 пенсионера члена илнĕ.

Тулли пурнăçпа пурăнма тăрăшаççĕ пĕрлĕх членĕсем. Ветерансен хорĕ (ертÿçи Р.Маркова) халăхра ырă ят çĕнсе илчĕ. Спорт занятийĕсене те кашни эрнерех çÿреççĕ ветерансем (ертÿçи Г.Маковей). Социаллă тивĕçтерÿ центрĕ çумĕнчи “Шанăç” клуб (ертÿçи А.Матвеева) виççĕмĕш çул ăнăçлă ĕçлесе пырать. Компьютер тата спорт клубĕсен занятийĕсене Тăвайри вăтам шкул никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Район центрĕнче пурăнакансем хушшинче массăллă мероприятисем ирттерме ансатрах. Тăрăшсан, çавнах ялсенчи культурăпа вĕрентÿ учрежденийĕсенче те йĕркелеме пулать. Пирваях пуçаруллă 2–3 çын тупмалла (вĕсем кашни ялтах пур), вĕсене кура ыттисем те обществăлла организаци ĕçне хутшăнма, сывă пурнăç йĕрки патне туртăнма пуçлĕç. Кунта хĕрарăмсен канашĕн, ветерансен, пенсионерсен канашĕсен вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсемпе, шкулта вĕрентекенсемпе, культура ĕçченĕсемпе алла-аллăн çыхăнса ĕçлени кирлĕ.

Декабрĕн 4-мĕшĕнче – суйлав. Районти ветерансемпе пенсионерсем те пĕтĕм халăхпа пĕрле суйлава хастар хутшăнасса, гражданла ăнланулăхпа политика тĕлĕшĕнчен пиçсе çитнине палăртса кандидатсенчен чи тивĕçлисемшĕн сасăласса шанас килет.

 



"Ял ĕçченĕ"
25 ноября 2011
00:00
Поделиться