Çирĕп пăхăнмалла
Раштавăн 1-мĕшĕ СПИДпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун пулчĕ. Раççейре кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ВИЧ-инфекциллĕ 612006 çынна шута илнĕ, çав йышра – 15 çула çитмен 5426 ача.
Профилактика мероприятийĕсен витĕмне кура Чăваш Ен ВИЧпа СПИД чылай сахалрах сарăлнă регионсен шутне кĕрет.
Инфекци чирлĕ çынран виçĕ мелпе ерет: юн урлă, ар хутшăнăвĕ урлă тата амăшĕнчен пепкине хырăмра е çуралнă, е кăкăр ĕмĕртнĕ чухне. Чиртен хÿтĕленме сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнмалла.
"Ял ĕçченĕ"