Малтисен ретĕнче
Тĕмер шкулĕнче волонтерсен ушкăнĕ 2008 çултанпа ĕçлет. Çамрăксем ватăсене пулăшма, ачасемпе тĕрлĕрен спорт вăййисем, тренингсем ирттерме, урамсенчи çÿп-çапа пуçтарма яланах вăхăт тупаççĕ. “Районти чи лайăх волонтер команди” ята çĕнсе илме пултарчĕç 2010 çулта.
Вăхăт шăвать. Чи лайăх волонтер командинчи 6 вĕренекен алла аттестат илсе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланчĕ. Унта та вĕсем волонтерсен ушкăнĕнче. Тĕслĕхрен, Регина Большова халĕ ЧГПУри “Ырă ĕçсен служби” командăн лидер çумĕ пулса активлăх кăтартать.
Халĕ “Тĕмер çамрăкĕсем” ушкăнра вуннăн. Пĕр ĕçрен те айккине тăрса юлмаççĕ. Шкулта мероприятисем ирттерме пулăшаççĕ, хăйсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Тĕрлĕрен акцисене хутшăнса листовкăсем, плакатсем, буклетсем валеçеççĕ. Нумаях пулмасть “Ăçта вилĕмпе сутă тунине пĕлтер” наркотиксене хирĕç акцие хутшăнса, халăх хушшинче листовкăсем салатрĕç.
Пĕтĕм тĕнчери туртакансене хирĕç кĕрешмелли кун тĕлне волонтерсем “Паянтан туртма пăрахар” проект çырса хатĕрлерĕç. Унпа килĕшÿллĕн стена хаçачĕ кăларчĕç, статистика кăтартăвĕсемпе, усăллă канашсемпе паллаштарчĕç. Туртакансен кун-çулĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканнисенчен чылай кĕскерех пулнине çирĕплетсе пачĕç.
Кĕçĕн тата аслă классем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем, тренингсем иртрĕç. Тăрăшса хатĕрленнĕ волонтерсем.
Ăмăртусем пурне те питĕ килĕшрĕç. “Пире пирус кирлĕ мар!”, “Туслашмастпăр пируспа”, “Чи хакли – сывлăх”, “Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн” – çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç вăйăсем хыççăн.
“Пируса канфетпа улăштаратпăр” акци те йĕркелерĕç волонтерсем. Шанас килет, тен çак асамлă канфета тутанса пăхнисем сиенлĕ йăларан яланлăхах уйрăлĕç.
Ырă ĕç тăвакансене тав сăмахĕ калас килет. Малалла та яланах малтисен ретĕнче пулăр.