Алкоголизм чирĕ сарăлать
Шурă тата хĕрлĕ эрех, сăра, коньяк, ликер – пирĕн çĕр-шывра сутма ирĕк панă апат-çимĕç продукчĕсем. Вĕсемпе тăтăшах усă курсан алкоголизм чирĕ пуçланать. Çакăншăн çын хăй ответлă пулса тăрать. Эрех çăвартах организма сăрхăнма пуçлать. Черкке хыççăн черкке пушатнипе пĕвер сиенлĕ япаласене ĕçлесе хатĕрлесе ĕлкĕреймест. Аш-какай, пулă, сыр çинĕ хыççăн ĕçсен, хаяр шĕвек сарăлассин хăвăртлăхĕ чакать. Иккĕленÿллĕ эрехе ĕçме ан васкăр, çапла эсир хăвăра наркăмăшлассинчен е вилĕмрен хăтаратăр.
Алкоголизм чирĕпе аптăракансен эрех кĕленчине курсанах пит-куçĕ савăнăçпа çуталать. Ĕçкĕç ăна хăвăртрах пушатма ăшталанать. Ĕçмелли тĕрлĕ сăлтав шыраççĕ алкогольлĕ шĕвексĕр пурăнайманнисем. Çыннăн çуралнă кунне çулталăкра виçĕ хутчен те паллă тума хатĕр вĕсем. Ĕç укçи, преми, аванс илнине “çăваççĕ”. Каярахпа вара, укçа пулсан, çимелли илмесĕр эрех туянма пуçлаççĕ. Вăхăт иртнĕ май эрехçĕ хăй мĕн чухлĕ ĕçнине контроллейми пулать, ураран ÿкмесĕр те хаяр шĕвеке ăшне яма пăрахмасть.
Çулсем иртнĕ май алкоголизм чирĕпе аптăракан çыннăн сывлăхĕ самаях хавшать. Юлашкинчен унăн чĕри тапма чарăнать. Эрех ĕçме чарăнайманнисенчен чылайăшĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать.
Енчен те эсир алкоголизм чирне хăвăр тĕллĕн парăнтараймастăр пулсан, Тăвайри тĕп больницăри врач-наркологпа канашлама пултаратăр. Вăл сире ку йывăрлăхран тухма пулăшĕ.